Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Канаш районĕнче пулнă

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Канаш районĕнче пулнă, вырăнти ертӳлĕхпе муниципалитет аталанăвĕн çул-йĕрне тишкернĕ. Тĕплĕ калаçăва регион Ертӳçипе Михаил Игнатьевпа пĕрле район пуçлăхĕ Иван Иванов тата район администрацийĕн ертӳçи Владимир Степанов хутшăннă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăри влаç органĕсенче тăрăшакансемпе муниципалитетсем тачă çыхăнса ĕçленине, халăха шантарнă социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕтĕмпех татса пама, тĕллевсене пурнăçа кĕртме май килнине палăртнă, Канаш районĕнче пурĕ проектсене пурнăçлама 200 млн тенкĕ тăкакланине, кăçалхи çул çак ĕçе малалла тăсассине пĕлтернĕ.

 «Эпир питĕ лайăх ăнланатпăр çак ĕçсене малалла та пурнăçламаллине.  2017-мĕш çулта АПК ĕçлекен халăхăн вăтам ĕç укçин шайне 17 пине илсе çитерме тĕллев лартатпăр», - тенĕ Владимир Степанов.

Муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2016-мĕш çулхи ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухас ыйтупа йышăннă анлă ларăва уçнă май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Правительство çамрăксем валли ĕç вырăнĕсем хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.  Яш-кĕрĕм тăван кĕтесре пурăнтăр, ĕçлетĕр районсемпе хуласен аталанăвĕшĕн тăрăштăр.

2017-мĕш çула Раççейре Экологи çулталăкĕ, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннă. «Канаш районĕ хăватлă. Муниципалитетăн пуласлăхĕ те пысăк. Çав вăхăтрах çитменлĕхсем те çук мар. Енчен те кăлтăксене пĕтĕмпех пĕтерсен, район тата та вăйлăрах аталанса каясси куçкĕретех», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов 2017-мĕш çул валли лартнă тĕллевсемпе паллаштарнă. Муниципалитет çĕнĕ йышши проектсене пурнăçа кĕртесшĕн. Вăл шутра, «Пионер» Агрофирмăра 400 пуç мăйракаллă шултра выльăха усрама ферма уçасшăн,  Марат Камальтдинов предприниматель выльăх-чĕрлĕх аш-какайне тирпейлесе кăларма май паракан комплекс хута ярасшăн.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина районăн бюджет ыйтăвĕсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă.  Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, муниципалитет енчен те маларахри çулта 16-мĕш вырăнта тăнă пулсан, халĕ 21-мĕш вырăна çеç тухнă, район хавшани сисĕнет тенĕ министр.   

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Газпром межрегионгаз Чебоксары»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов хăйĕн сăмахĕнче, кăçал республика программипе килĕшӳллĕн çĕнĕ Культура çурчĕ хута каяссине пĕлтернĕ.  «Пĕчĕк клубсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ паянхи пурнăç таппинче. Шупашкар районĕнче тĕслĕхлĕ культура çурчĕ пур, ăна хута яма пурĕ 1,5-2 млн тенкĕ тăкакланă.   Çак ырă тĕслĕхе ытти ялсене те илсе çитерессишĕн тăрăшмалла», - тенĕ вăл сăмаха тăсса. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Канаш районĕн БТИ» МП директорĕ Виталий Иванов пархатарлă çынсен шухăшĕсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ пуçаруллисен бюджетĕнчен куçма пултарассине палăртнă.  Тăван тавралăха илемлĕрех тăвас тесен,  кашни çынăн çине тăрса ĕçлемеллине каланă.  

«Вырăнти влаçăн мĕнпур ыйтусене халăхпа пĕрле сӳтсе явмалла.  Пуçаруллисем чăннипех те хисепе тивĕçме пултарĕç.  Тухăçлă ĕçлесе пыракан районсене, ял тăрăхĕсене малашне те витĕм кӳме тăрăшăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйту – Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа ирттермелли ĕçсем.  Паян пурне те хумхантаракан ыйту - эрех-сăрапа халăх алхасни. «Çынсене  усал шĕвексен сиенĕ пирки тĕплĕн ăнлантармалла. Аслисен йынăшĕсемшĕн ачасем айăплă мар. Çемье туприне упрама пĕлмелле. Чăваш Ен аталанăвĕ шăпах та сывă нацире», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пултаруллă çамрăксене  стипендине тивĕçнисене - свидетельствăсем, нумай ачаллă çемьесене парнесем парса хавхалантарнă.

Çак кун хăнасем районти «Космонавт» ятлă ача-пăчасен сывлăхне çирĕплетме май паракан лагерьте пулнă, объектăн ĕçĕпе кăсăкланнă. Спортпа туслă çемьесемпе калаçнă май, Михаил Игнатьев регионта халăха спорта çӳреме тĕрлĕ условисем йĕркелесе панине асăннă, кулленех тĕрлĕ спорт объекчĕсем хута кайнине каланă. «Пирĕн спортсменсем тĕнче шайĕнче пысăк çитĕнӳсемпе анлăн сарăлнă. Калăпăр, Татьяна Акимова тĕнче чемпионатĕнче хăйĕн спортри ăсталăхне тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ, биатлонпа Раççей команди виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Дмитрий Кириллов Пĕтĕм тĕнчери  хĕллехи Универсиадăра ылтăн медале тивĕçнĕ. Ашшĕ-амăшĕсене, çакăн пек маттур ачасене тĕрĕс-тĕкел воспитани парса çитĕнтернĕшĕн пысăк тав», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе регион Ертӳçи.

Фоторепортаж

 

 



10 февраля 2017
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter