Çĕнĕ Шупашкарăн 2016-мĕш çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрне пĕтĕмлетнĕ

 Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Çĕнĕ Шупашкарта пулнă, хулан 2016-мĕш çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе çыхăннă анлă ларăва хутшăннă, 2017-мĕш çул валли тĕллевсене палăртнă.  Чи малтан Михаил Игнатьев предприятисемпе организацисен ĕçĕсемпе, вĕсем Раççейре Экологи çулталăкне палăртса хатĕрлесе тăратнă тĕрлĕ куравсемпе паллашнă. Регион Ертӳçи куравсене пысăка хурса хакланă. Хулара пурăнакансене тăван çĕре юратнăшăн тав тунă, малашне те Çĕнĕ Шупашкара аталанса пыма, тавралăха тирпей-илем кӳртме республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ куçса пырассине пĕлтернĕ.

Канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа хула администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Калиниченко калаçнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пысăк производствăсен таварсен çаврăнăшĕ 2015-мĕш çулхипе танлаштарас пулсан, чылай ӳснĕ, 117 процента çитнĕ.

Демографи лару-тăрăвне илес пулсан та кăтарту пысăк.

Çĕнĕ Шупашкарта пĕтĕмпе муниципалитет шайĕнчи 13 программа ĕçлет, вĕсене пурнăçа кĕртме пĕлтĕр 1554,9 млн тенкĕ тăкакланă. Республика хыснинчен 930,6 млн, вырăнти бюджетран 624,3 млн куçарнă.  Хулан бюджетне тултарассипе кулленех çивĕч ĕçленине палăртнă вырăнти ертӳçĕ, пурлăхсемпе те усă курассипе тухăçлă ĕçлесе пынине асăннă. Калăпăр, пĕлтĕр муниципалитетра усă курăнман 112 çĕр лаптăкне тупса палăртнă, вĕсенчен 45-шне ĕçе кĕртнине пĕлтернĕ ертӳçĕ. «Халăх инвентаризацийĕ текен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвне эпир хапăл тусах йышăнтăмăр», - тенĕ вăл.

2016-мĕш çулта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелес ыйтăва туллин пурнăçланă муниципалитет.  2017-мĕш çулта нумай хваттерлĕ 29 çурта тĕпрен юсама палăртнине асăннă муниципалитет пуçлăхĕ.  Çуртсем таврашĕнчи çулсене тирпейлесе сарас ĕçе кăçал та малалла тăсассине палăртнă Игорь Калиниченко.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта юлашки çулсенче нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче пĕтĕмпе 124 лаптăка тирпейлесе çитернине каланă. «Халăха шантарнине пĕтĕмпех пурнăçламалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май, кăтартăва 200 çитермеллине асăннă. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене те анлăн сӳтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ тĕп ыйтăва халăха кирлĕ пек вăхăтра пĕлтерсе тăма хушнă. «Хăш çуртсене тирпейлесе çитернĕ, черетпе мĕнле çуртсене тĕпрен юсама палăртса хунисем пирки çирĕплетекен таблицăсене çынсене кăтартса, ăнлантарса памалла», - тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина муниципалитетăн бюджечĕ пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă.

Ларăва пухăннисем предпринимательĕхе аталантарас, тарифсем, çӳп-çапа вăхăтра пухса тирпейлес, ĕç укçи ыйтусене хускатнă. 

Михаил Игнатьев ыйтусене политика çине куçарма юраманнине, халăха кирлĕ пек лайăх ăнлантарса пама хушнă.  Çитес икĕ çул хушшинче Пихтулинский çӳп-çап пухмалли вырăна  рекультивацилеме 380 млн тенкĕ куçассине пĕлтернĕ. Экологи ыйтăвне тĕпрен таса пама май килнине те асăннă.

 Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – «Чăвашавтотранс» предприяти халăха ĕç укçине вăхăтра куçарса паманни. «Право хуралĕнче ĕçлекенсем тĕрĕслев ирттереççĕ. Енчен те кăлтăксене çирĕплетсен, яваплисене айăплĕç, çирĕп мерăсем пулĕç. Эпир ĕçпе тивĕçтерекенсене çынсене вăхăтра укçа куçарса пама хистĕпĕр», - тенĕ вăл.

Çĕнĕ Шупашкарăн Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Добрянская Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева обществăлла организацисене аталанса пыма пысăк витĕм кӳнĕшĕн чĕререн тав тунă, кăçалхи çула  Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннине ырланă.  

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче влаçри çынсем кулленех ĕç ушкăнĕсемпе, обществăлла организацисемпе тачă çыхăнура пулнине палăртнă. Чаплă пысăк проектсене пурнăçа кĕртме кăçал 1,5 млрд куçассине асăннă. «Сирĕнтен сĕнӳсем кĕтетпĕр», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  Ĕç укçин шайне вăтамран 30 пине çитерме тĕллев лартма сĕннĕ. Мĕнпур укçан ытларах пайĕ нацине вăйлатма, çамрăксене аталантарас, пурнăç условийĕн шайне ӳстерес ĕçе куçса пынине пĕлтернĕ. Яланхиллех мероприяти вĕçленес умĕн, хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Фоторепортаж 



10 февраля 2017
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter