Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлĕ визитпа пулнă май, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 17-мĕш №-лĕ шкула çитсе килнĕ

Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлĕ визитпа пулнă май, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 17-мĕш №-лĕ шкула çитсе курнă.

Кунта регион Пуçлăхĕ ачасене апатлантаракан вырăна пăхса тухнă, спорт залĕнче каратэ урокне курнă, шкул ачисен «Пропоиск»  тĕпчев ĕçĕсене хакланă, çемьен йăх-тымарне палăртакан йывăçа, Раççейри Экологи çулталăкне халалласа йĕркеленĕ куравсемпе киленнĕ.

Республика Пуçлăхĕ ачасем экологи тата патриотизм темисемпе йĕркеленĕ проектсен ĕçĕсене пысăка хакланă. Сăмаха май, Василий Чапаев полк ертӳçи çуралнăранпа  130 çул çитни пирки кĕскен каласа хăварнă. Çитĕнекен ăрăвăн унăн паттăрла ĕçĕсене пĕлсе ӳсмеллине асăннă.

Шкул директорĕ Наталья Кротова хăйĕн сăмахĕнче, ачасене Тăван çĕршыва юратма, кăмăл-сипет туйăмне ырă енпе аталантарса пыма, çемье пуянлăхне упраса ăша хывма вĕрентесси - шкулăн приоритетлă тĕп тĕллевĕсем пулса тăнине каланă.

Республика Ертӳçи хальхи пурнăç таппинче шкул ачисемшĕн ашшĕн витĕмлĕхĕ тĕп сăнар пулса тăни пирки калакан ыйтупа  шкулта йĕркеленĕ «çавра сĕтел» уçă калаçăва хутшăннă.  Мероприятине хутшăннисем Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕ, обществăлла организацисене пысăк тимлĕх уйăрма хистенине, ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисем патне яваплăха ӳстерме пулăшнине каланă.

Ашшĕн вĕрентĕвĕ пирки тата унăн витĕмлĕхĕпе çыхăннă ыйту тавра шкулăн Ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Орлов тĕплĕн паллаштарнă. Пухăннисем тĕнпе çыхăннă самантсем пирки те канашланă. Асăннă ыйту çинчен тĕне вĕрентессипе ĕçлекен Епархи пайĕн председателĕ Дмитрий Нестеренко иерей каласа кăтартнă. «Çĕр çинче чи кирли - ачасем валли яланах вăхăт тупасси», - тенĕ вăл. «Çемьере ачасем ашшĕн хӳтлĕхĕсĕр çитĕнни тӳрех палăрать, вĕсем ашшĕн тĕслĕхне туймаççĕ, курмаççĕ.  Шăпах та, çакă пысăк çитменлĕх», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Михаил Игнатьев Ашшĕсен канашĕн пайташĕсене пысăк тав сăмахĕсем каланă. «Эсир хăвăр çине пысăк ĕç илнĕ. Ачасем çине яланах кирлĕ пек тимлĕх уйăратăр, ку вара чи пахи.  Арçын ачасене яланах арçынсен витĕмлĕхĕ кирлĕ. Сирĕн ĕç - сывă обществăна йĕркелеме пулăшать», - тенĕ вăл.

Мероприяти вĕçленес умĕн, пухăннисем хăйсен шухăшĕсем пирки каласа кăтартнă, çамрăк ăрăва аталантарассипе çыхăннă ыйтусене хускатнă, çемье, кил ăшшине упрасси пирки калаçнă.

Фоторепортаж



10 февраля 2017
10:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter