Элĕк районĕн хыпарĕсем

Вăрлăх çĕнетеççĕ 

Кăçал уй-хире акса хăвармалли тĕш тырă культурисен вăрлăхĕ, планпа палăртнă тăрăх, 19450 центнер пулмалла. Паянхи куна илсен вăрлăх - 14045 центнер, урăхла каласан 81 процент, кондициллĕ. Районти хуçалăхсем минераллă удобрени паянхи куна пурĕ 60 тонна тиесе килнĕ. Сăмахран, «Новый путь» хуçалăхра, В.Узянов хресчен-фермер хуçалăхĕнче удобрени туяннă.

Вăрлăх енчен чăрмав ан пултăр тесен ăна хальтерех çĕнетни те пĕлтерĕшлĕ. Хальлĕхе элита вăрлăха «Новый путь» хуçалăхра - 12 тонна, «Алмаз» хуçалăхра 30 тонна хатĕрленĕ. Çавăн пекех хуçалăхсем çĕр улми сортлассипе те вăй хураççĕ. В.Узянов, С.Волков, Г.Исаев ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çĕр улмине суйлассипе ĕçлеççĕ.

 Сĕт хакĕ пĕлтĕрхинчен ÿснĕ

Юнтапа ял тăрăхĕнче 3-4 пуç таран ĕне тытакансем чылай. Çавăнпа кунта пурăнакансен темиçе тулли витрепе, бидонсемпе ир-ирех сĕт пама тухма тивет. Сĕт пахалăхне кура хакне те ÿстерес килет ял çыннин. Юнтапасем чĕр тавара 21 тенкĕпе параççĕ. Ку тăрăхри килти хушма хуçалăхсенче пурĕ 413 сăвакан ĕне шутланать. Унта пурăнакансем сĕте Элĕкри райпона тата Вурнарти А.Федотов, В.Илларионов, Ф.Захаров, А.Николаев предпринимательсене параççĕ. Сăмах май, пĕлтĕр çак вăхăтра сĕте 16-17 тенкĕпе туяннă.

 Халăх паттăрĕ Чапаев

 Февралĕн 9-мĕшĕнче паллă полководец, Хĕрлĕ Çар командирĕ Василий Чапаев çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Василий Иванович Пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçисене хутшăннă. Виçĕ хутчен аманнă, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна Георги хĕресĕпе, Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă.

Василий Чапаева халалласа Элĕкри тĕп библиотекăра «Халăх паттăрĕ Чапаев» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Кунта ун çинчен калакан хайлавсемпе паллашма пулать. Литературăпа таврапĕлÿ музейĕнче вара «Чапаев ячĕпе» курав ĕçлет. Василий Ивановичăн пурнăçне сăнласа паракан сăн ÿкерчĕксем, фотоальбомсем хăйсен вырăнне тупнă.

 «Халăх инвентаризацийĕ» акци иртет

 Февралĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен юстици министерствин специалисчĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен специалисчĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕç. Унта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене мĕнле усă курмаллине тата усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Унсăр пуçне министерство, администраци тата Элĕк ял тăрăхĕн специалисчĕсем «Халăх инвентаризацийĕ» акципе килĕшÿллĕн никам та пăхса тăман тата усă курман куçман пурлăх объекчĕсене пăхса тухрĕç. Тĕрĕслевре 7 куçман пурлăх объектне тупса палăртрĕç.

Çакна та палăртмалла, акцин тĕп тĕллевĕ - республика территорине хăтлăх кĕртесси. Усă курман, кивĕ те юрăхсăра тухнă çуртсем ял сăн-сăпатне пăсаççĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче çак объектсене хуçалăх çаврăнăшне кĕртмелле, юрăхсăра тухнисене - тирпейлемелле е пăсмалла.

Ял тăрăхĕсенче усă курман, юрăхсăра тухнă, авариллĕ куçман пурлăх объекчĕсем çинчен калакан информацие вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене е çак адреспа пĕлтермелле: 428018, Шупашкар хули, К.Иванов урамĕ, 84-мĕш çурт, телефон: (8352) 64-21-44, (8352) 58-03-11, e-mail:mio@cap.ru, mio4@cap.ru.

 Февралĕн 15-мĕшĕ - Пĕрлехи информаци кунĕ

 Февралĕн 15-мĕшĕнче республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн теми - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ. Çавăн пекех Информаци кунĕнче çак ыйтусене те пăхса тухĕç: 2017 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пенсисене 5,4 процент чухлĕ индексацилесси çинчен (2017 çулхи январĕн 19-мĕшĕнчи 36-мĕш № РФ Правительствин Йышăнăвĕ)* «Раççей Федерацийĕнче Экологи çулталăкне ирттересси çинчен» 2016 çулхи январĕн 5-мĕшĕнчи 7-мĕш № Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртни çинчен* «Чăваш Республикинче 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине пĕлтерни çинчен» 2016 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнчи 174-мĕш № Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указне пурнăçа кĕртни çинчен.

Информаци ушкăнĕсем Карачура тĕп шкулĕнче, Питĕшкасси ялĕнче, Тавăт тата Мăн Ямаш вăтам шкулĕсенче, Эренар ялĕнче, Юнтапа салинче пулĕç, предприятисемпе организацисенчи ĕç коллективĕсемпе тĕлпулусем ирттерĕç, çивĕч ыйтусем çине хуравлĕç. Çавăн пекех граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.

Хамăн шкулпа мухтанатăп

Районти шкулсем хушшинче тĕрлĕ мероприятисенче малти вырăнсене йышăнаканнисенчен пĕри - Тавăт шкулĕ. Эпĕ çак шкулта саккăрмĕш çул пĕлÿ илетĕп. Манăн шкул вĕренÿ, спорт енĕпе тата культура мероприятийĕсене хастар хутшăнать.

Сăмахран, кашни çулах Элĕкри культура керменĕнче иртекен çамрăксен КВН вăййине хутшăнса шкул команди пĕрремĕш вырăн йышăнать. Кăçал та пирĕн вĕренекенсем малти вырăна çĕнсе илме пултарчĕç. Çулсерен вĕсем хăйсен пултарулăхне ÿстерсе пыраççĕ, тĕрлĕрен çĕнĕ номерсем, шÿтсем программăна кĕртеççĕ. Паянхи куна илсен, шкул оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕнче хастар хутшăнать. Çак мероприяти Çĕршыва сыхлакансен кунне халалласа иртет. Классенче патриотизм туйăмне ÿстерес тĕллевпе калаçусем, викторинăсем, конкурссем иртеççĕ. Февралĕн 23-мĕшĕ тĕлне яланхиллех шкулта стройпа юрă конкурсĕ иртĕ. Халĕ эпир çак мероприятие хатĕрленетпĕр.

Унсăр пуçне çулсеренех шкулăн çамрăк хоккеисчĕсем район чысне «Ылтăн шайба» спартакиадăра республика шайĕнче хÿтĕлеççĕ. Николай Петрович Васильев тренер ертсе пынипе пирĕн ачасем ытти районсене тухса çÿреççĕ, япăх мар кăтартусемпе таврăнаççĕ. Вĕренекенсене тата çамрăксене спорт енĕпе аталанма пирĕн шкулта пĕтĕм майсем туса панă. Эрнере икĕ хутчен спортзал алăкĕ пурин валли те уçă. Эпир унта волейбол, теннис выляма çÿретпĕр. Кăçал хĕрачасен волейбол команди районта пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ, арçын ачасем вара иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Хĕрсен команди район чысне республикăра çÿллĕ шайра хÿтĕлессе шанатăп.

Хамăн юратнă шкула малашне те ăнăçусем туса пыма сунатăп.

Анна ЕГОРОВА,

8-мĕш класра вĕренекен.

 

Йĕлтĕр çине тăриччен лайăх хатĕрленмелле

 

Февралĕн 11-мĕшĕнче республикăри хуласемпе районсенче «Йĕлтĕр йĕрĕ - 2017» Пĕтĕм Раççейри ăмăрту иртет. Спорт уявĕ савăнăç парнелетĕр тесен ăмăртура йĕлтĕрпе чупнă чух аманасран, шăнса чирлесрен специалистсем çапла тума сĕнеççĕ.

1. Хăвăр пултарулăха тĕрĕслĕр.

Эсир йĕлтĕрпе чупма хатĕр-и; Çакна лайăх ăнланăр. Аслăрах çулсенче пулни ăмăртăва хутшăнма чармасть, çапах та тухтăрпа канашланă хыççăн кăна йĕл тĕрпе чупма юрать. Вырăнти тухтăрпа канашламалла тата сывлăха тĕрĕслеттермелле, ăмăртăва хутшăнма ирĕк паракан справка илмелле те йĕркелÿ комитетне кăтартмалла. Чи малтан медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла! Ăна вырăнти поликлиникăра тухма пулать.

2. Тĕрĕс тумтир тăхăнмалла тата мĕн кирлине хатĕрлемелле.

Йĕлтĕрпе чупаканăн çанталăк условийĕсене кура ăшă тăхăнмалла, анчах та ăна суйланă чухне япалан çăмăл пулмаллине тата вăл чупма чăрмантармалла маррине тĕпе хумалла. Йĕлтĕрçĕн костюмне илни тата лайăхрах. Пуçа ăшă калпак, алăсене вăрăмрах çăм алсиш тăхăнмалла, е çил кĕмен хулăн алсиш пулмалла. Урари йĕлтĕр ботинкисем çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Енчен те вĕсем юрăхсăр пулсан çынна ярăннă чух амантма пултараççĕ. Пушмак ăшне стелька хумалла, урана ăшă нуски тăхăнмалла.

3. Йĕлтĕрпе чупиччен кĕлеткене утса е чупса çемçетмелле.

Ăмăрту вăхăтĕнче аманас мар тесен чи малтанах йĕлтĕрпе чупса кайиччен шăм-шака çемçетмелле. Хĕлле çуллахинчен те ытларах хусканусем тумалла. Кĕлеткене 10-15 минут хушши ăшăтмалла. Çакă мышцăсене, шăмă сыпписене, чĕрене вăйлă нагрузка валли хатĕрлет. Унсăр пуçне мышцăсен температурине хăпартать.

Спортсменсем чылай чухне нагрузкăна хăвăрт пăрахнипе йăнăшаççĕ. Ăмăрту вĕçленнĕ хыççăн тÿрех чарăнма юрамасть. 5-10 минут ярăнкаласа çÿремелле, утма тăрăшмалла.

Ăмăрту вăхăтĕнче медицина пулăшăвĕ паракан ушкăн ĕçлĕ. Сывлăх енчен пăшăрхантаракан ыйтусем сиксе тухсан вĕсем патне пулăшу ыйтма пымалла.

Лев ГУРЬЕВ.

 



Элĕк районĕн хаçачĕ
10 февраля 2017
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter