Кăçал пурĕ Чăваш Республикинче 60 пин патнелле çын йĕлтĕр çине тăрса «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» старта тухнă

 

 



Шупашкарта пурăнакан 14 пине яхăн çын «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» Пĕтĕм тĕнче шайĕнче ирттернĕ ăмăртусене хутшăннă. Спорт уявне пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

«Паян пирĕнпе пĕр тан пĕтĕм Раççей старта тухать. Кашни çул çак ăмăртусене хутшăнма кăмăл тунисене чун-чĕререн тав тăватăп. Пирĕн патшалăхăн политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри – сывă наци тытса пырасси. Регионта спорт кирлĕ пек шайра йĕркеленсе пытăр тесе сахал мар ĕç пурнăçланă», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Раççейри ытти регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Республики халăха массăллă спорта кулленех явăçтарас ĕç кăтартăвĕпе чи лайăх субъект хушшине кĕнĕ, пĕрремĕш вырăна тухнă. 

«Чăваш Республикин спортсменĕсем халăхсем хушшинче тĕнче шайĕнче иртнĕ ăмăртусенче яланах пысăк çитĕнӳсемпе палăраççĕ. Калăпăр, Татьяна Акимова тĕнчери чи чаплă вунă биатлонист шутне кĕнĕ. Кăтартусенчен пĕри, нумаях пулмасть вăл тĕнче шайĕнче иртнĕ чемпионатра, Раççей ушкăнĕпе хутăш эстафетăра «бронза» медале тивĕçнĕ», - пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.   «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва тухнисене республика Пуçлăхĕ лайăх старт суннă, мухтав спортсменсене тенĕ, Раççей, Чăваш Ен спорчĕ яланах сывă пултăр тесе каланă.

Олимп резервĕсен 2-мĕш №-лĕ Спорт шкулĕн  тренерĕсене çитĕнӳсемпе палăрнăшăн тата сывă пурнăç йĕркине аталантарас ĕçре пысăк тӳпе хывнăшăн, Салдимировсен династине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехет парса чысланă.

Ăмăртусен тĕп судьи Геральд Салдимиров хăйĕн сăмахĕнче, паллах паян спортра пурте медале илеймĕç, анчах та лайăх  савăк кăмăл савăнтарасса шанатăп тенĕ, ку вара чи пахи палăртнă вăл.   

VIP-чупура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, унăн мăшăрĕ Лариса Игнатьева, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» Пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов пулнă. Спорта кăмăл тăвакансем йышлăн пуçтарăннă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи – Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Юрий Васильев йĕркелесе ертсе пынă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕсем спорта хастар тухнă. Йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртăва «Гранд Сайбириан» çĕпĕр хаски питомникĕн представителĕсем илем кӳнĕ.

 Хулара пурăнакан Петр Золотов хăйĕн сăмахĕнче, вăл кашни çул çак ăмăртусене хутшăннине пĕлтернĕ. «Питĕ  чаплă пулăм. Пурин чунне те хавхалантарса «чĕртсе» ярать», - тенĕ вăл.

«Эпĕ сахал мар çак ăмăртусенче пулнă. Мана питĕ килĕшет спорт уявĕ. Пысăк тав, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, регионта спорта аталантарас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн.  Йĕлтĕр йĕрĕ паха, кăмăл лайăх, пурăнас килет!», - тенĕ Надежда Иванова.  

Çакăн йышши ăмăртусем сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшаççĕ, регионта халăха ытларах та ытларах спорта явăçтарма май параççĕ.  Кашни çын, хăйĕн çулне пăхмасăрах, йĕлтĕр çине тăма пултарать. Чăваш Республикинче çак ăмăртусене 2005-мĕш çултан ирттерме пуçланă. Мĕнпур хуласемпе районсенче, ял тăрăхĕсенче мероприятисем анлăн сарăлнă. Палăртма кăмăллă, кашни çул спорта тухас текенсен йышĕ ӳссе пырать.   Кăçал пурĕ Чăваш Республикинче 60 пин патнелле çын йĕлтĕр çине тăрса старта тухнă.

Фоторепортаж



13 февраля 2017
10:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter