Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин тĕрлĕ службисен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ.   Кун йĕркинчи чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри - Чăваш Республикин экономикăпа инвестици потенциалĕ, Мускавра нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртекен ют патшалăхсен суту-илӳпе экономикăра ĕçлекен ертӳçĕсен Клубĕн ларăвне валли хатĕрленĕ презентаци пирки калаçу анлăн иртнĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче, палăртнă пулăма ют патшалăхсенчен 60 ытла представитель килсе çитме кăмăл тунине пĕлтернĕ, Раççей Экономика аталанăвĕн министерствинчен, бизнес-тытăмсенчен тата та нумай сумлă хăнасем пулассине каланă. Пысăк пулăмра Чăваш Республикипе Удмурт Республики хăйсен презентацийĕсемпе паллаштарассине асăннă.

    Канашлура республика хыснине субсидипе тивĕçтерес ыйту пирки те сӳтсе явнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче асăннă ыйтупа ĕçсене пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме хушнă. «Ĕç хучĕсене тăсса, юлашки тапхăра çитиччен тытса тăмалла мар. Сирĕн федераци шайĕнче министерствăсемпе ĕçлеме мĕнпур условисемпе майсем пур. Ĕç хучĕсене вăхăтра тата туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев министерствăсен ертӳçисене.

  Чăваш Республикинчи электронлă Правительство программа пурнăçа еплерех кĕрсе пыни çинчен Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов тĕплĕн паллаштарнă. Паянхи куна илес пулсан, республикăри районсемпе хулсенче нумай функциллĕ центрсенче, Раççей пенси фончĕн регионти уйрăмĕсенче, ЗАГСсенче, патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курма ирĕк паракан Пĕрлĕхлĕ портал анлăн ĕçленине палăртнă министр.

Аса илтеретпĕр, Раççейре нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалтан нумай функциллĕ центрсенче водитель прависене те илме пултараççĕ. Халлĕхе Чăваш Енре ку пулăшупа усă курма май çук имĕш. Техника хатĕрĕсем çителĕклĕ пулманни сисĕнет. Пурĕ Шупашкарта икĕ центр çеç çак çӳлерех асăннă пулăшупа тивĕçтерме пултарать. Михаил Игнатьев Экономика тата Финанс министерствисене НФЦ кирлĕ пек хатĕрсемпе тивĕçтерме ятарлă ĕçсем йĕркелеме хушнă.

Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2017» спорт ăмăртăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Кăçал мероприятине пурĕ 59 пин те 428 çын хутшăннине пĕлтернĕ, кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан 3126 çын нумайрах пулнине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хула ертӳлĕхне, Спорт министерствине çитес çул трассăна улăштарма сĕннĕ. Халăха çӳреме, ярăнма меллĕ пулмаллине асăрхаттарнă. Паянхи канашлура «Чăвашавтотранс» предприяти пирки те çивĕч калаçу хускатнă.

 Аса илтеретпĕр, Михаил Игнатьев хушăвĕпе килĕшӳллĕн, республика Правительстви организацийĕнче ĕçлекенсене ĕç укçипе тивĕçтерме субсиди парса саплаштарма йышăннă. Республика Ертӳçи предприятийĕн пуçлăхне критиклесе илнĕ.  «Авторитета çăмăллăнах çĕнсе илес тĕллевпе, нимĕнле сăлтавсăрах предприятире тăрăшакансен шалу укçине 1,5 хут ӳстернĕ.  Çакăн пек  нимĕн шухăшламасăр тунă ĕçе организацийĕн пысăк парăмне пăхмасăрах йышăннă.  Предприяти тупăшлă ĕçлеменни те куçкĕретех.  Кулленех предприяти йывăрлăха кĕрсе пынă. Йышăнăва саккунпа килĕшӳллĕн пурнăçланипе пурнăçламаннине Транспорт тата Юстици министерствисен тĕплĕн тишкермелле», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.



13 февраля 2017
16:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter