Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Завод «Чувашкабель» АО генеральнăй директорĕпе Игорь Кортуновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Завод «Чувашкабель»  АО генеральнăй директорĕпе Игорь Кортуновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Организаци ертӳçи хулари малта пыракан промышленноç предприятийĕсенчен пĕри лайăх аталаннине асăннă. Предприятире ĕçлекенсем кулленех çĕнĕ технологисене пăхăнса пынине, инвестициллĕ проектсем пурнăçа кĕнине каланă. Вĕсем калăпласа кăларакан таварсенчен çурри ытла оборона промышленноçĕн комплексĕ валли ăсатăннине пĕлтернĕ.  2016 çулта предприяти 848 млн тенкĕлĕх тупăш илнĕ. «Заказсем пур. Кăçал тупăшăн калăпăшне 3 млрд çитерме тĕллев лартатпăр», - тенĕ Игорь Кортунов.

 Предприятире 800 ытла çын тăрăшать. Вăтамран вĕсен шалу укçийĕ уйăхне 30 пин тенкĕпе танлашать. Кадрсем çитменнине асăннă. «Эпир хамăр çине илнĕ мĕнпур ĕçсене туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр, малашне те анлăн аталанма хатĕр», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.

 Михаил Игнатьев завода çĕнĕ çитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ, ĕçлекенсене вăй-хал суннă. «Завод «Чувашкабель» АО генеральнăй директорĕ республика Ертӳçине пурăнмалли çурт-йĕрсем хута ярассипе йышăннă инвестициллĕ проектсемпе паллаштарнă.

 Паянхи тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов, Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Антонова, «Группа компаний системной консолидации» АО директор ĕçне пурнăçлаканĕ Андрей Тимофеев хутшăннă.

Фоторепортаж

 

 



13 февраля 2017
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter