Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Канаш хулинче пулнă

Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Канаш хулинче пулнă, «Аурат – СВ» ТМЯО ĕçĕпе кăсăкланнă. Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Степан Гетманцев хăйĕн сăмахĕнче, организацине 2016-мĕш çулта ĕçлеттерсе янине асăннă, çитес пиллĕк çул валли заказсем пулнине пĕлтернĕ, Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенчи предприятисемпе организацисем вĕсен таварĕсене тăтăшах ыйтнине каланă. Кăçал предприяти çумĕнче тепĕр организаци йĕркеленсе каяссине асăннă. «Паянхи куна илес пулсан, строительство-монтаж ĕçĕсем хĕрӳ пыраççĕ, тĕрĕ хатĕрсене туянас ĕçсене пурнăçа кĕртсе пыратпăр», - тенĕ вăл.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ организацийĕн ĕçне пысăка хакланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хула пуçлăхĕпе Андрей Константиновпа тата администрацийĕн ертӳçипе Владислав Софроновпа пысăк технологисемпе ĕçлеме ирĕк паракан проектсене сӳтсе явнă, бизнеса аталанса пымалли çул-йĕрсем çинчен канашланă, хулан аталанăвĕ пирки чарăнса тăнă.

Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов хăйĕн сăмахĕнче, çитес пиллĕк çул хушшинче муниципалитетри çуртсем таврашĕнчи çул-йĕрсене тĕпрен çĕнетсе улăштарма тĕллев лартнине пĕлтернĕ. 

 «Хулан хăйĕн тĕп приоритечĕсене палăртмалла. Программа йышăнса çирĕплетмелле.  Хулара пурăнакансен хăйсен çурчĕсем çывăхĕнчи лаптăксене хăçан тирпей-илем кӳртме тĕллев лартни пирки те хыпарсене вăхăтра пĕлсе тăмалла», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.  Муниципалитетăн 2016-мĕш çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе çыхăннă анлă ларура, регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитес тапхăра хулан çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртмеллине, ăна валли 7 млрд тенкĕ куçассине пĕлтернĕ. «Пурте пĕрле хар тăрсан, вырăнти влаçпа бизнес-пĕрлешӳсем ăнлануллă ĕçлесен муниципалитетăн сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнасси куçкĕретех пулĕ. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев пулмалла – хулана аталантарса, илемлетсе пырасси», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов тухса калаçнă, муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хулан харпăр хăй тупăшне пухас ыйтупа лару-тăру йĕркеллĕ пулнине, пĕр çын пуçне тивекен укçа-тенкĕн кăтартăвне илес пулсан, ытти хуласемпе танлаштарсан пĕтĕмпех лайăх пулнине, муниципалитет 2-мĕш вырăн йышăннине палăртнă. Çĕр, аренда ыйтăвĕсемпе активлăрах пулма сĕннĕ министр хула ертӳлĕхне.  

Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов хулан потенциалĕ пысăк пулнине, ăна кура аталанса пыма муниципалитета лайăх тенĕ.

 Вырăнти халăх республика Пуçлăхĕ патне тĕрлĕ ыйтусем тăратнă. Михаил Игнатьев çынсен шухăш-кĕмăлне шута илнĕ хыççăн, хула ертӳлĕхне тĕрлĕ хушусем панă, çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме каланă. «Промтрактор-вагон» предприятийĕн шăпи пирки те чарăнса тăнă, унăн пуласлăхĕ çинчен каласа хăварнă. Организаци халăхăн ĕç укçин парăмне саплаштарнă, çĕнĕ заказсем те килме пуçланине пĕлтернĕ. «Хамăр мĕн шантарнине пĕтĕмпех пурнăçа кĕртĕпĕр. Сирĕнтен пуçаруллă сĕнӳсем кĕтетпĕр. Кашни çын хăйне «Хамăн хулара эпĕ хуçа» теме пултартăр. Кун пек чухне муниципалитетăн сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнса пырасси пирки пĕрре те иккĕленмĕпĕр. Сире эпир шанатпăр тата ĕненетпĕр», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн сăмахне  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



13 февраля 2017
11:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter