Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрле хулинче халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçĕпе паллашнă

 


Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле хулинче çӳрет. Муниципалитетра республика Пуçлăхĕ халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçĕпе кăсăкланнă. Кунта вăл çемьесене тата ачасене пулăшу паракан пая кĕрсе курнă, çынсене апатлантармалли вырăна хакланă, компьютер классĕпе паллашнă, тĕрлĕ залсемпе пӳлĕмсене кĕрсе курнă.

Центр директорĕ Елена Волкова хăйĕн сăмахĕнче, вĕсем патĕнче йывăр çемьере ӳснĕ ачасене реабилитаци пулăшăвĕпе тивĕçтерние пĕлтернĕ,  кунта вăй хуракансем шăпăрлансене ĕçе, пĕлӳ илме пулăшнине палăртнă. Объектăн кăнтăрлахи уйрăмĕнче ватăсене вырнаçтарнă, вĕсен канăвне кирлĕ пек шайра йĕркеленĕ, тĕрлĕ условисемпе тивĕçтернĕ. Асăннă базăра кружоксем ĕçлеççĕ, тавракурăмлăха пуянлатма пулăшаççĕ. Сывлăха çирĕплетме, компьютер пĕлĕвне те илме ансат.

 Михаил Игнатьев ачасемпе тата ветерансемпе тĕл пулса калаçнă. Вĕсем, хăйсене центрта килĕшнине республика Пуçлăхне хаваспах пĕлтернĕ, условисем çителĕклĕ тенĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ центрăн социаллă пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, малашне те çак ĕçе тăсмаллине палăртнă.

Фоторепортаж



14 февраля 2017
16:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter