Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра право йĕркипе тивĕçтерессипе ĕçлекен Координаци ларăвне ирттернĕ

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра право йĕркипе тивĕçтерессипе ĕçлекен Координаци ларăвне ирттернĕ.

 Канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – халăха вăхăтра ĕç укçипе тивĕçтересси.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин кулленех асăннă ыйту приоритетлă пулнине, çĕршывра пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тенине аса илнĕ.  Кăçалхи çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçин парăмĕ 6 организацире пухăнса кайнă, 66,4 млн çитнĕ. Нарăс уйăхĕнче парăмсен пайне сахал мар чакарма май килнĕ, халлĕхе вăл 16,5 млн тăрса юлнă.

Чăваш Республикинче бюджетран укçа-тенкĕпе тивĕçтерĕнекен организацисен пачах та парăм çук. Регион Пуçлăхĕ асăрхав органĕсене ĕç укçин парăмĕсене вăхăтра тухса тĕрĕслеме каланă, яваплисене тупса палăртма хушнă. Ĕç саккунне пурин те пăхăнса пурăнмаллине асăрхаттарнă. Çав вăхăтрах банкрута тухма хатĕрленекен предприятисен шăпи пирки те çирĕп асăрхав пулмаллине палăртнă. «Оперативлă информацисемпе кулленех ĕçлеме пĕлмелле.  Граждансен прависене те вăхăтра хӳтĕлемелле. Енчен те организацисен банкрута тухас хăрушлăх пур пулсан, çынсене те кун пирки пĕлтермелле.  Тăтăшах ĕç коллективĕсемпе курса калаçмалла, халăха пăтăрмахсенчен сирсе хăварма тăрăшмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Ларура пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ĕçсене комплекслă йĕркелесе пыни, ăнсăртран сиксе тухакан ыйтусене çийĕнчех татса пама пулăшать, регионта обществăлла политика лару-тăрăвне те шайлаштарма витĕм кӳрет. Калăпăр, 2016-мĕш çулта йĕрке пăснă 13 836 тĕслĕхе шута илнĕ, 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан 11,8 процент сахалрах.  Республика Пуçлăхĕ пурăнмалли çурт-йĕрсем таврашĕнчи йĕркелĕх пирки сăмах пуçарнă.  Шупашкар хула администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, хулари нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче йĕркене тытса пыма пулăшакан видеосăнавсем 10 процент çеç вырнаçтарнă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче, муниципалитет халăха, енчен те вĕсем хăйсем тĕллĕн видеосăнавсем вырнаçтарма килĕшеççĕ пулсан, укçана хушса тӳлеме муниципалитет хатĕр пулнине пĕлтернĕ. «Пурин те лайăх çакна ăнланмалла, харпăр хăй пурлăхĕшĕн кашни çын яваплă. Тимĕр алăксене нумай хваттерлĕ çуртсенче çынсем кулленех улăштараççĕ, анчах та çакă çителĕксĕр. Çуртсем таврашĕнчи йĕркене пăхса тăни те кирлĕ, ачасене, машинăсене те  сыхласа тăмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Эрех-сăрапа алхасни ыйту пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă ларăва пухăннисем.  Усал шĕвеке сутма чарассине асăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтĕрхи çул регионта 20 организацине саккунсăр майпа, усал шĕвеке сутнăшăн тупса явап тыттарнине пĕлтернĕ, эрех-сăра суттарма ирĕк паракан лицензисене каялла тавăрнине асăннă.  Çак  тĕрĕслев ĕçĕсене малалла та йĕркелеме, саккуна пăхăнманнисене çирĕп явап тыттарма чĕнсе каланă Михаил Игнатьев.

 Фоторепортаж



14 февраля 2017
15:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter