Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле районĕнче пулнă

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле районĕнче пулнă. Республика Пуçлăхĕ муниципалитет ертӳлĕхĕпе Сергей Яргунинпа тата Александр Зиновьевпа ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче хăш-пĕр актуаллă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă. Калаçу вăхăтĕнче муниципалитетăн бюджетне ытларах укçа-тенкĕ пухас, хулара пурăнакансем валли хăтлă условисем йĕркелесси  пирки сăмахланă.

Александр Зиновьев хăйĕн сăмахĕнче, 2017-мĕш çулта хулана тирпей-илем кӳртме «ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ»  Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн проекчĕпе килĕшӳллĕн, 25 млн куçассине ырă хыпара пĕлтернĕ, кăтарту 2016-мĕш çулхипе танлаштарсан пиллĕк хут ытларах. Çак пулăшупа çуртсем таврашĕнче тирпей-илем кӳртме тĕллев лартнине асăннă вырăнти ертӳçĕ.

Аса илтеретпĕр, «ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕ  Дмитрий Медведев, XVI-ĕш съездра, пĕчĕк хуласенчи парксене тирпей-илем кӳртме федераци хыснинчен 2017 çулта пулăшу куçассине пĕлтернĕ.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула администрацийĕн ĕçченĕсене вырăнти депутатсемпе, муниципалитетра пурăнакансемпе тачă çыхăнса ĕçлеме сĕннĕ. «Мĕнпур йышăнусене халăхпа пĕрле тумалла, уççăмăнах сӳтсе явмалла», - тенĕ вăл.

2016-мĕш çулхи хулари промышленноç производствисен калăпăшĕн ӳсĕмне пăхас пулсан, республикăри ытти хуласенчи предприятисемпе танлаштарсан кăтартуллă ĕçлени куçкĕретех, малти вырăна тухнă. Республика Пуçлăхĕ çулталăка муниципалитет ӳсĕмпе вĕçленине, кăтарту пысăк тесе хакланă, хулан социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне витĕм кӳнисене ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Александр Зиновьев муниципалитетăн тĕп кăтартăвĕсем пирки ларура чарăнса тăнă. Хула аталанăвĕшĕн «Шумерлинский завод специализированных автомобилей» АО, «Комбинат автомобильных фургонов» АО пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă вăл.  Пĕлтĕр муниципалитетра çĕвĕç фабрики хута кайнине, çăкăр йышăнакан предприяти çĕнĕрен вăй илнине палăртнă.   Палăртма кăмăллă, муниципалитетăн финанс ыйтăвĕсем те кирлĕ пек пурнăçланса пыраççĕ.  Хулари хуçалăх ыйтăвĕсемпе те сахал мар тăрăшни сисĕнет. Хутса ăшăтмалли тытăмсене тĕпрен çĕнетнĕ, кăлтăксене пĕтĕмпех сирсе янă. 2017-мĕш çулта пурăçламалли тĕп тĕллевсем – халăха пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтересси, федераци тата регион шайĕнчи тĕрлĕ программăсене пурнăçласси, нумай ачаллă çемьесене, çамрăксене патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕсене парасси. Социаллă инфратытăма çĕнетесси, вĕренӳ, спорт, сывлăх сыхлавĕпе культура пайĕсене аталантарса пырасси те кун йĕркинчех юлать тесе асăннă муниципалитетăн ертӳçи Александр Зиновьев.    

 Çĕмĕрлере пурăнакансем республика Ертӳлĕхне хăйсене хумхантаракан ыйтусем пирки каласа кăтартнă. Халăх демографи, медицина пулăшăвĕсем çинчен ыйтса пĕлнĕ. Çĕмĕрлери медицина центрĕн тĕп врачĕ   Сергей Демьянов хăйĕн сăмахĕнче, учрежденире медицина ĕçченĕсем çителĕксĕр пулнине пĕлтернĕ. Хальлĕхе пур-пĕрех вĕсем çынсене кирлĕ пек медицина пулăшăвĕсемпе туллин тивĕçтернине каланă.  «Стационарта сипленессипе нимĕнле чăрмавсем те çук.  Диагностика хатĕрĕсем пур. Палăртма кăмăллă, çынсене диспансеризаци кăларассси те кирлĕ пек шайра пулса пырать, плана 100 процент тултаратпăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ демографи лару-тăрăвĕ медицина пайĕнчен сахал мар килнине каланă.  Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ.     Халăх ытти ыйтусене те хускатнă, социаллă пĕлтерĕшлисем сахал мар пулнă.  Пурин ыйтăвĕсене те туллин хурав панă. 

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çемье пуянлăхне тытса пырас, амăшĕ тата ачисен прависене хӳтĕлес, çамрăксене тĕрĕс воспитани парас ыйтусем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина бюджет пирки каласа кăтартнă, усă курăнман куçман пурлăхсене учета илме, халăха ĕçпе тивĕçтерме, налук пухас ĕçе çивĕчлетме сĕннĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче муниципалитета вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас ыйту çине тимлĕх уйăрма сĕннĕ. Вăл сăмаха май патшалăх уйăракан тĕрлĕ пулăшусем пирки те каласа кăтартнă. Пĕлтĕрхи çул хулара вак тата вăтам предпринимательсен шучĕ сахаланнине пĕлтернĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулари аварийлĕ çурт-йĕрсем пирки чарăнса тăнă.  Патшалăх программипе Çĕмĕрлере нумай хваттерлĕ çуртсене «Монстрит» ТМЯО хута ярассипе ĕçлет.  (Директорĕ Сидоров А.Н.). Çак ертӳçĕ Куславккара хăй çине илнĕ ĕçе яваплăха туйса пурнăçламанни сисĕнет.  Республика Пуçлăхĕ лару-тăрăва уçăмлатма хушнă, халăх вĕсен ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине каланă. Программăна вăхăтра пурнăçламасан, çынсем хумханаççĕ.

Вĕрентӳ пайĕнче ĕçлекенсем шкулсене, ача сачĕсене вăхăтра юсаса тăнине каланă, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тав тунă.  Республика Пуçлăхĕ вĕренӳ пайĕн ыйтăвĕсем яланах приоритетлă тенĕ, 2025-мĕш çул тĕлне пурĕ 32 шкула тĕпрен çĕнĕрен вăй илтерсе яма палăртса хунине каланă.

 Канашлу вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  «Комбинат автомобильных фургонов»  АО генеральнăй директорне Сергей Васильева  нумай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн,  Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăрăшнăшăн орден медальпе чысланă. Яланхиллех канашлура çамрăксене пысăк ăсталăхпа палăрнисене свидетельствăсем парса хавхалантарнă.

Фоторепортаж



14 февраля 2017
17:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter