Паян Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртет

 Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртет.

Унăн теми - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ. Çавăн пекех Информаци кунĕнче çак ыйтусене те пăхса тухĕç: 2017 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пенсисене 5,4 процент чухлĕ индексацилесси çинчен, Раççей Федерацийĕнче Экологи çулталăкне ирттересси çинчен, Чăваш Республикинче 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине пĕлтерни çинчен.

Информаци ушкăнĕсем  республикăри аякра вырнаçнă ялсенче те пулĕç, предприятисемпе организацисенчи ĕç коллективĕсемпе тĕлпулусем ирттерĕç, çивĕч ыйтусем çине хуравлĕç. Çавăн пекех граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.



15 февраля 2017
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter