Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Суту-илӳпе промышленноç палатин пĕрлешĕвĕн членĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Паян, нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче» Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Суту-илӳпе промышленноç палатин пĕрлешĕвĕн членĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Антонова, Суту-илӳпе промышленноç палатин пĕрлешĕвĕн президенчĕ Игорь Кустарин, палатăн председателĕ  Иосиф Шакуров, палатăн президенчĕн çумĕ Анатолий Князев, «Лента»,  АО генеральнăй директорĕ, палатăн канашĕн пайташĕ Роза Иванова,  «Чувашия» ГТРК директорĕ Екатерина Канюка хутшăннă.

Михаил Игнатьев палата членĕсем республика Правительствине ку е вăл ыйтăва татса парас ĕçре, предпринимательсене пысăк пулăшу кӳнине палăртнă.

«Пĕрле ĕçлесе пынине кура, сахал мар çитĕнӳсем турăмăр. РФ Наци рейтингĕнче Чăваш Республики инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе ытти субъектсем хушшинче улттăмĕш вырăнта тăрать, бизнеса аталанса пыма регионта питĕ меллĕ. Пирĕн пысăк çитĕнĕве антарса лартма юрамасть. Малашне те предпринимательсене витĕм кӳме тăрăшмалла», - тенĕ регион Ертӳçи.

Игорь Кустарин хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикинчи суту-илӳ промышленноç палати регионти тĕрлĕ влаçри органсемпе 30 ытла килĕшӳ хучĕпе ĕçленине пĕлтернĕ. Яланах федераци, республика тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнура тăнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Чăваш Енри ТПП предпринимательсемпе те çывăх ĕçленине палăртнă.

Роза Иванова экономика тулашĕнчи ĕçсемпе паха ĕç опычĕсем пирки ытларах чарăнса тăнă. Предпринимательсене кулленех çĕнĕ хыпарсемпе паллаштармаллине асăннă.

Анатолий Князев республика Правительствине вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталанса пыма витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Иосиф Шакуров Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе  Чăваш Енри ТПП хушшинчи  килĕшӳ хутне алă пусни, малашне тата та уçăмлăрах, тухăçлăрах ĕçлеме пулăшнине каланă.

«Чувашия» ГТРК  директорĕ Екатерина Канюка малашне те вĕсен организацийĕ предпринимательсене йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăвĕсене тата вĕсен курăмлă ĕçĕсем пирки çутатса пама хатĕр пулнине палăртнă.

Республика Пуçлăхĕ РФ МИДче ака уйăхĕнче Чăваш Республики пирки презентаци пуласси пирки ырă хыпара пĕлтернĕ. Сăмаха май Чăваш Енри ТПП пайташĕсене çак ĕçе кӳлĕнме сĕннĕ.    Чăваш Республикинчи промышленноç аталанăвне витĕм кӳрекен фонд кăçал экономикăри пысăк проектсене пурнăçа кĕртме 1,5 млрд укçа куçарса парассине палăртнă. Çавна май предпринимательсене активлăрах пулма чĕнсе каланă.  Паян ертӳçĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелли килĕшӳ хутне те алă пусса çирĕплетнĕ. Документа пурнăçа кĕртес тĕллевпе, икĕ ен пĕр-пĕрин хыпарĕсемпе паллашсах тăма, консультацисем, ĕçлĕ тĕлпулусем, «çавра сĕтелти» калаçусем тата та ытти мероприятисем ирттерме палăртаççĕ. 

 Фоторепортаж



16 февраля 2017
15:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter