Элĕк районĕн хыпарĕсем: ĕçлесен ÿсĕм пулать

Ĕçлесен ÿсĕм пулать

Ĕçлеме ÿркенменнисем пур çĕрте те маттур. Качалав ялĕнче пурăнакан Александрпа Надежда Петровсем çулсеренех выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерсе пыраççĕ. Вĕсен кил хуçалăхне пĕчĕк ферма тейĕн: сумалли 7 ĕне, 3 пăру. Килти хушма хуçалăха аталантарассинче ывăлсем те тăрăшаççĕ. Петровсене çĕр ĕçлеме вăй-хал парса тăрать. Йышлă выльăха хĕл каçарма апатне те ытлă-çитлĕ хатĕрлемелле-çке. Никама та шанма хăнăхман мăшăр хăйсен ĕçне çăмăллатма тракторпа икĕ мотоблок туяннă. Петровсем кунсеренех патшалăха 70 ытла литр сĕт парса услам тăваççĕ. Вăрнар районĕнчи тата хăйсен тăрăхĕнчи ялсем хушшинче райпона сĕт парассипе малти вырăнта вĕсем.

 

Тавăтсем конкурсра палăрнă

 

Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне ялсене илемлĕ сăн кĕртес, çутатакан хатĕрсемпе илемлетес тĕлĕшпе ирттернĕ «Чăваш Ен хĕлхемĕсем» республика конкурсне кăçалхи январĕн 30-мĕшĕнче пĕтĕмлетнĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Конкурса республикăри 23 муниципалитет пĕрлешĕвĕ хутшăннă, пурĕ 27 ĕç тăратнă. Пирĕн район чысне Тавăт ял тăрăхĕ хÿтĕленĕ. Тĕрлĕ критерисене тĕпе хурса конкурса 5 ушкăнпа пĕтĕмлетнĕ. Унта хутшăнакансем видеоматериалсемпе презентацисем, сăн ÿкерчĕксем тăратнă. Тавăт ял тăрăхĕ пăртан касса кăларнă сас паллисемпе пурне те Çĕнĕ çулпа саламланă, вĕсене каçхине çутатмалла тунă. Йĕркелÿ комитечĕ Тавăт ял тăрăхне лайăх материал тăратнăшăн Тав хучĕпе чыслама палăртнă.

 

Отчетпа - халăх умне

 

Районти кашни ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем çулсеренех халăх умне иртнĕ çулхи ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕпе тухаççĕ. Çавăн пекех кăçалхи çул мĕн туса ирттермеллине те палăртса хăвараççĕ. Отчетсенче ял тăрăхĕнчи 2016 çулхи пурнăçа тата ĕç-хĕле çутатаççĕ, ял аталанăвĕ, халăх пурнăçĕн условийĕсене лайăхлатмалли ыйтусене хускатаççĕ.

Февралĕн 10-мĕшĕнче черетлĕ отчетпа халăх умне Тени ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Васильева тухрĕ. Тени клубĕнче 80 майлă çын пухăнчĕ. Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, Раççей Пенси фончĕн Элĕкри уйрăмĕн начальникĕ Виктор Кротов, Тени ял тăрăхĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Г.Соколов, «Проф Эко» организаци директорĕ И.Павлов хутшăнчĕç.

Людмила Васильева ял çыннисене иртнĕ çулхи ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, кăçал тума палăртнă ĕçсене çутатрĕ. Вырăнти бюджет çинче те чарăнса тăчĕ.

 

Çурт-йĕре приватизацилес тапхăр

Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕ 2017 çулхи март уйăхĕн 1-мĕшĕнче патшалăх тата муниципалитет çурт-йĕр фондĕнче шутланакан пÿлĕмсене граждансен харпăрлăхне тÿлевсĕр куçармалли программа вĕçленессине асăрхаттарать. Çурт-йĕре приватизацилеме ĕлкĕрес тесен асăннă кунччен район администрацине ыйтупа тухмалла. Администраци çурт-йĕре харпăрлăха куçарма ирĕк панă килĕшÿпе программа вăхăчĕ иртнĕ пулин те Росреестра кайма юрать.

«Росреестра кайни - муниципалитет хваттерне харпăрлăха куçармалли юлашки тапхăр. Ку чухне пурăнмалли çурт-йĕре харпăрлăха панине пĕлтерекен килĕшÿ çеç илни çителĕксĕр. Харпăрлăх хуçи шутланнине палăртакан сведение куçман пурлăхăн Пĕрлехи патшалăх реестрне кĕртмелле. Паян вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен электрон майпа пурăнмалли çурт-йĕре приватизацилемелли килĕшĕве хатĕрлеме хăйсем тĕллĕн документсем пама майсем пур. Енчен те сирĕн патшалăх регистрацине документсем кайса пама вăхăт та, майсем те çук пулсан çакна сирĕншĕн вырăнти администрацин представителĕсем тума пултараççĕ», - палăртать Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçин çумĕ Татьяна Расколова.

Республикăра çурт-йĕр фончĕн 159 пин объектне 373 пин ытла гражданин тĕлĕшпе регистрациленĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, пурлăха приватизацилесси çултан-çул чакса пырать.

Росреестр приватизациленĕ пурăнмалли çурт-йĕре сутма, парнелеме, халаллама, унпа хăвăн кăмăла кайнă пек хуçаланма май пуррине асăрхаттарать. Муниципалитет çинче шутланакан харпăрлăхпа кун пек килĕшÿсем тума май çук. Гражданин хваттерпе социаллă найм мелĕпе çеç усă курать.

Çавăн пекех çакна та палăртса хăвармалла. Авариллĕ лару-тăрура шутланакан пурăнмалли çурт-йĕре, общежитири пÿлĕмсене, хупă çар хулисенчи çуртсене, ĕç вырăнĕнчен тивĕçтернĕ, яллă вырăнсенче халăха социаллă хÿтлĕх паракан стационар учрежденийĕсен фондĕнче шутланакан пÿлĕмсене приватизацилемеççĕ. Çав вăхăтрах совхоз е тата ытти ял хуçалăх предприятийĕсем панă çуртсем асăннă ушкăна лекмеççĕ.

Э.ЭЛИНА.

Хурт-хăмăр ĕрчетсе тупăш тăваççĕ

 

Хурт-хăмăр ăсти - авалхи професси. Ĕлĕк-авал çынсем вăрманта пыл хурчĕсен йывăç хăвăлĕсенчи йăвисене тупса аркатнă, унти карассене киле илсе кайнă. Çак ĕçре тимлĕ пулни, сăнама пĕлни тата вăй кирлĕ пулнă. Пыл тупма пултаракансене ăста та хăюллă çынсем тесе шутланă. Вăрманта пыл хурчĕсен йăвисене тупма çăмăл пулман. Вĕсенчен пыл илме те йывăр: йывăç çине хăпармалла, çÿлтех карассене хăйпăтса илмелле. Чи хăрушши вара - урса кайнă тискер хуртсем сăхма пултарни. Вăхăт иртнĕçем çынсем хуртсемпе ĕçлеме вĕренсе çитнĕ.

Эпир пурте пыл юрататпăр. Унран пылакраххи мĕн пулма пултарать; Июль уйăхĕнчи çăка шăрши, улăхри чечексем аса килеççĕ, куç умне çу кунĕсем тухса тăраççĕ. Çакăнта пыл хурчĕсен пархатарлă ĕçĕ пытаннă. Çын мĕн авалтан пыл хурчĕсен ырлăхĕпе усă курнă, анчах та ĕçченсен вăрттăнлăхне пĕличчен нумай ĕмĕр иртнĕ. Авалхи çынсем те пылăн сиплĕхне ĕненнĕ.

Çĕр çинчи çĕр-çĕр пин хурт-кăпшанкăран çыншăн чи усăлли - пыл хурчĕ. Вăл этеме тĕлĕнмелле чаплă, тутлăхлă пыл парать. «Пĕр кашăк пыл пĕр тумлам сывлăх парать», - теççĕ Тени ял тăрăхĕнче пурăнакансем. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнипе пĕрлех пыл хурчĕ тытакансем те нумай ку тăрăхра. Эренарти Вячеслав Николаев, Михаил Иваков, Сергей Тарасов, Тенири Владимир Пудовпа Кармалти Николай Блинов хурт-хăмăр ăстисем çулсеренех йыша ÿстерсе пыма тăрăшаççĕ. Чылай çул пыл хурчĕ ĕрчетекенсем вĕсен пурнăç йĕркине пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ. Вĕсене хăçан, мĕнпе пулăшмаллине, чир-чĕртен хÿтĕлемеллине, мĕнлерех условисем туса памаллине курса тата пĕлсе тăраççĕ ăстасем. Кил валли кăна мар, сутма кирлĕ чухлĕ пыл янтăлама пултарнинчен тĕлĕнмелли те çук пулĕ. Сăмахран, Кармалти Николай Блинов çу кунĕсенче вĕллесенчен сарăлакан ырă шăршăллă пылак сывлăш ÿпке, чĕре тата ытти органсен ĕçне лайăхлатнине, сывлăш çулне тасатнине палăртать. Хуртсем сивве тÿсĕмлине те пĕлтерет вăл, анчах та вĕсем çителĕклĕ апатлантарсан çеç хĕл каçаççĕ. Йĕпе-сапана тата çил вĕрнине чăтаймаççĕ - вилеççĕ.

Пыл хурчĕ - улма-çырла йывăççисене тата тĕмсене шăркалантаракан хурт-кăпшанкă. Шел пулин те, юлашки çулсенче вĕсен йышĕ çулсерен чакса пынине Тени ял тăрăхĕнче пурăнакан хурт-хăмăр ăстисем те палăртаççĕ. Утарçăсен тимлĕхĕпе тăрăшулăхĕ пыл хурчĕсен çемйисене хĕл каçарса мĕнпур йыша упраса хăварма май парать. Вĕсене çителĕклĕ апат тивĕçтернипе пĕрлех ăçта тата мĕнле хĕл каçарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Вера МОРОЗОВА.

 

Вăйăсем хаваслăх кÿчĕç

 

Юлашки вăхăтра хĕллехи спорт тĕсĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Вырсарникун пирĕн район та Пĕтĕм Раççейри хĕллехи спорт тĕсĕсен кунне хутшăнчĕ. Унта районта пурăнакан тата хăнана килнĕ 100 ытла çын шорт-трек, биатлон вăййисенче хастарлăхпа палăрчĕ.

Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов уçрĕ. Çамрăк спортсменсене яланах спортпа тата физкультурăпа туслă пулма чĕнсе каларĕ. Хĕрсемпе каччăсене тĕп судья Валерий Сергеев ăмăртусен программипе паллаштарчĕ. Элĕк, Тавăт, Юнтапа вăтам шкулĕсенчи çамрăк спортсменсем шорт-трек ăмăртăвĕнче чи вăйлисене тупса палăртассипе тупăшрĕç. 1-3-мĕш классем хушшинче Александра Федотова (Юнтапа) тата Кирилл Никифоров (Элĕк) 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Анастасия Никандрова (Элĕк) тата Роман Степанов финиша иккĕмĕш çитрĕç. Роман Михайлов (Юнтапа) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. 4-6-мĕш классем хушшинчи ăмăртура çаксем палăрчĕç: Алиса Григорьева (Тавăт) тата Денис Прокопьев (Тавăт) пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарса тăчĕç, Виктория Степановăпа (Юнтапа) Василий Егоров (Ураскилт) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç пулсан, Оксана Кузьминапа (Юнтапа) Кирилл Петров (Тавăт) финиша виççĕмĕш çитрĕç. Тавăт шкулĕнче 7-9-мĕш класра вĕренекенсем пуринчен те маттур пулчĕç. Анастасия Шумиловăпа Даниил Игнатьев çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç, Алиса Федоровăпа Андрей Григорьев иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç, Александр Архиповпа Элĕкри Анастасия Данилова виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Аслă классенче вĕренекен хĕрсемпе каччăсенчен Элĕк шкулĕнчи Дарья Никифорова пĕрремĕш, Виктория Данилова иккĕмĕш вырăнсем, Тавăтри Эдуард Никитин пĕрремĕш, Юнтапари Сергей Илларионов иккĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Пилĕк çулхи Александр Андреев, Серафима Сергеева, Магдалена Никифорова та коньки çине тăма хăрамарĕç.

Хĕллехи спорт тĕсĕсенчен пĕри вăл - биатлон. Çак кун Сергей Сергеевăн воспитанникĕсем пуринчен те маттур пулчĕç, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Лев Даниловăн вĕренекенĕсем çĕнсе илчĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе тата парнесемпе хавхалантарчĕç.

Арина ВОНИФАТЬЕВА.

 

Йĕлтĕр çине тăватă çулхи те, çитмĕлтен иртни те тăрать

 

Раççей шайĕнче иртекен «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2017» пирĕн республикăра та чăн-чăн спорт уявĕ пулса тăчĕ, Чăваш Енре 60 пине яхăн çынна йĕлтĕр сыртарчĕ. Спорт уявне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. «Паян пĕтĕм Раççей старта тухать. Эпĕ кашни çулах уява ачисемпе, юлташĕсемпе, аслашшĕ-асламăшĕпе пĕрле тухакансене тав тăватăп. Пирĕн патшалăх политики сывă, вăйлă, талантлă, мал ĕмĕтлĕ çынна çитĕнтерме палăртать», - пĕлтерчĕ Михаил Васильевич.

Шăматкун Элĕксем те «Йĕлтĕр йĕрĕ» мероприятие ирттерме яланхи пекех Васильевски тăвĕ çине пухăнчĕç. Хавас кăмăл, уяр çанталăк, çĕкленÿллĕ юрă-кĕвĕ – пурте пулчĕ уяв лапамĕнче. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов хутшăнчĕç. «Кăçал пĕтĕм Раççейĕпе 35-мĕш хут иртекен ăмăрту пирĕншĕн те йăлана кĕнĕ спорт уявĕ пулса тăчĕ. Пурне те старта ăнăçлă тухма сунатăп, хавас кăмăл пултăр», - саламларĕ Александр Николаевич пухăннисене. «Паянхи ăмăртусем сывă пурнăç йĕркине аталантарма пулăшаççĕ, тĕрлĕ ăрури çынсене пĕрлештереççĕ. Пурне те хавас кăмăл, çирĕп вăй-хăват сунатăп», - хушса каларĕ Наталья Юрьевна.

Тĕрĕссипе, шăматкунхи спорт кунĕ икĕ мероприятие пĕрлештерчĕ. Раççейĕпе 12 сехетре пуçланакан «Йĕлтĕр йĕрĕччен» Элĕксем çемьесем хушшинче ăмăрту ирттерчĕç. Хальхинче çемье командисем «Единая Россия» политика партийĕн Элĕк районĕн вырăнти уйрăмĕн парнисемшĕн ăмăртрĕç. Чи малтанах çемье командисем 10 çул тултарман ачасемпе старта тухрĕç. Кунта финиша пуринчен те малтан Юнтапа ял тăрăхĕнчи Кондратьевсен çемйи çитрĕ. Хыççăнах Ехремкасси ял тăрăхĕнчи Ефремовсем тата Ураскилтри Убасевсем палăртнă дистанцисене парăнтарчĕç.

10-14 çулхи ачасемпе хутшăнакансем хушшинче те ăмăрту çивĕч иртрĕ. Çĕнтерĕве Йăлкăшри Павловсем алăран вĕçертмерĕç. Сăмах май, Павловсен çемйи çулсеренех республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнать. Нумаях пулмасть Шупашкарта йĕркеленĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнчен çĕнтерÿпе таврăнчĕç вĕсем. Çемье пуçĕ Алексей Васильевич шучĕпе, ачасене ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тăтăшах старта кăлармалла, ун пек чухне республика шайĕнче те Элĕксен çитĕнĕвĕсем чылайрах пулĕç. Иккĕмĕш вырăна Андреевсем тухрĕç пулсан, виççĕмĕшĕнче – Ефремовсем. Ку çемьесем Элĕк ял тăрăхĕн чысне хÿтĕлерĕç.

Кăнтăр вăхăчĕ çитсен «Йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту старт илчĕ. Чи малтанах VIP-чупу пуçланчĕ. Районти тĕрлĕ организацисемпе предприятисен ертÿçисемпе вĕсен çумĕсем икĕ километрлă дистанцие парăнтарчĕç. Арçынсем хушшинче Мăн Ямаш вăтам шкулĕн директорĕ Олег Данилов çĕнтерÿçĕ пулчĕ, ун хыççăн Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев тата Элĕкри «Централизациленĕ клуб тытăмĕ» учрежденин директорĕ Иван Никифоров çитрĕç. Хĕрарăмсене те ăмсанмалли çеç юлать. Хальхинче пьедестал çине Тени вăтам шкулĕнчи Клара Мурзакова, Элĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕпе кĕрешекен ветеринари станцийĕнчи Лариса Львова тата «Единая Россия» партин вырăнти комитечĕн ертÿçи Светлана Железнова хăпарчĕç.

Пилĕк çула çитмен ачасем хушшинче те ăмăрту ирттерме палăртнăччĕ, анчах та кăçал ку йышра пĕр Иван Гаврилов çеç пулчĕ. Питĕшкассинчен ятарласа амăшĕпе килнĕскер çур çухрăма ним шикленмесĕрех парăнтарчĕ. Паллах, чи малтан çитрĕ. Тĕрĕссипе, трасса çинче ăна чăрмантаракан та пулмарĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: ăмăртăва хутшăнакансем хушшинче Ваня чи кĕçĕнни пулчĕ, вăл 4 çулта кăна-ха.

Чи аслисем хушшинче Кураккассинчен килнĕ Земфира Григорьева пулчĕ. Спорт уявне йăл кулă парнелекенĕ, илем кÿрекенĕ тесе калас килет ун пирки. 71 çул тултарнине никамран та пытармарĕ кинемей. Старта тухичченех хăйĕн тавра çын пуçтарма пултарчĕ. Пĕрисен чăваш тумне тăхăннă, йĕлтĕр сырнă кинемейпе сăн ÿкерттерес, теприсен вара чăн-чăн йĕлме йĕлтĕре алăпа тытса курас килчĕ. Земфира Григорьева каланă тăрăх, йĕлтĕрне 40-мĕш çулсенчех туса хатĕрленĕ, халĕ те çирĕппипех. Хальхи йĕлтĕрсенчен сарлакарах пулни курăнать. Финиша килсен çакăн çинчен пăшăрханарах каларĕ те кинемей, ансăр йĕлтĕр йĕрĕ тăрăх шума хĕсĕкрех иккен. Чăрмава пăхмасăр икĕ çухрăма парăнтарма пултарчех.

Çак кун тĕрлĕ çулхисем старта тухрĕç. Аслисемпе пĕрле шкул ачисем те ăмăртăва хутшăнса пĕр-пĕрне савăк кăмăл парнелерĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем ятарлă парнесемпе дипломсене тивĕçрĕç.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

 



16 февраля 2017
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter