«Чукун çул техникисене калăплакансен пĕрлешĕвĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ партнерĕ Чăваш Республики шутланать», - тенĕ Валентин Гапанович

 


Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Объединение производителей железнодорожной техники" НП пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе тата 2017-мĕш çул валли палăртнă тĕллевсене пăхса тухма йĕркеленĕ анлă канашлăва хутшăннă.

Паллă пулăмра "ОПЖТ" НП президенчĕ, «РЖД» АУО президенчĕн çумĕ Валентин Гапанович йĕркелесе ертсе пынă. Асăннă пуху ĕçне Раççей Федерацийĕн экономика Министрĕн çумĕ Александр Морозов, федерацин тата регионсенчен влаç органĕсен представителĕсем,  "ОПЖТ" НП предприяти ертӳçисем пулнă.

 Ларăва уçнă май, Валентин Гапанович хăйĕн сăмахĕнче, паянхи пурнăçра чукун çул инфратытăмне тĕпрен çĕнетес ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. «Чăваш Республикипе тачă çыхăнса ĕçлени пирки каламасăр пултараймастăп. Предприятисем инфратытăма аталантарассипе йышăннă пысăк проектсене пурнăçа кĕртес тесе сахал мар вăй хураççĕ.  Паян ларура пирĕнпе пĕрле Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пур. Пирĕн сферăна витĕм кӳни хăйне евĕр унăн пысăк тивĕçĕ шутланать.  Вăл чăннипех те сахал мар ĕçлет. Малашне те çыхăнусем çирĕпленсе пырасса шанатпăр», - тенĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Валентин Гапанович.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ОПЖТ организаципе Чăваш Енрен 26 промышленноç предприятийĕсем ĕçленине каланă. 2010-2016-мĕш çулсенче пурĕ «РЖД» АУО пирĕн регионăн предприятийĕсем 120 млрд тенкĕлĕх таварсем калăпласа панă. «Заказсем Чăваш Енре пурăнакансене – промышленноç предприятийĕсене ĕçпе тивĕçтернине çирĕплетет. Республикăра пысăк хăвăртлăхпа çӳретме май паракан «Мускав-Хусан» магистрале хута ярассипе пысăк проект пурнăçа кĕрсе пырать. Каласа хăвармалла, республикăри организацисем те çак ĕçе кӳлĕнесси паллă», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтеретпĕр, кăçал «ОПЖТ» НП хăйĕн вунă çул тултарнине паллă тăвать. Çак паллă пулăма Чăваш Енре ирттерме, ятарлă конференци тума Михаил Игнатьев сĕнӳ тăратнă, хăнасене республикăна йыхравланă. Валентин Гапанович  Чăваш Ен Пуçлăхĕн йыхравне хапăл тусах йышăннă.  

Фоторепортаж



17 февраля 2017
15:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter