Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федерацин тĕрлĕ службисен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен çынсене куçарса хăтлă хваттерсемпе2013-2017-мĕш çулсенче тивĕçтересси. Палăртса хăваратпăр, асăннă тапхăрта Чăваш Республикинче 13 пин ытла çынна çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн çак ĕçе 2017-мĕш çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех йĕркелесе çитермелле.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов палăртнă тăрăх, çак ĕçе туллин пурнăçличчен, чи малтан йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса памаллине асăннă. Чăваш Енре яваплăха туйса ĕçлемен строительство организацийĕсене пула хăш-пĕр кăлтăксем пуррине пĕлтернĕ министр.

«Графикран юлса ĕçленĕ районсем: Йĕпреçре, Сĕнтĕрвăрринче.  «Санар-Строй» компани икĕ нумай хваттерлĕ çурта вăхăтра ĕçе кĕртмен. Çĕмĕрле районĕнче те чăрмав пурри сисĕнет. Шупашкар хулинче те подрядчик хăй ĕçне туллин пурнăçламанни курăнать. Паянхи куна çак муниципалитетсенчи лару-тăрăва асăннă министерство куллен тĕрĕслесе пырать», - тенĕ Владимир Михайлов.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче, строительсем проектсен ĕçĕсемпе кăмăлсăр пулнине, ăна кура графикран юлса пынине пĕлтернĕ. Пĕлтĕрхи çулах çу уйăхĕнче контрактсене алă пусса çирĕплетнĕ пулнă. Анчах та объектсен проекчĕсем патшалăх экспертизине вăхăтра тухаймаççĕ», - тенĕ вăл.

Лайăх ĕçлеме пĕлмен организацисем шутне çаксем кĕнĕ: «Санар-Строй» (директорĕ Плотников Н.Н.), «Стройсфера» (директорĕ Хвандеев С.В.), «Стрим» и «Монстрит» (директорĕ Сидоров А.Н.).

«Çынсен хăтлă хваттерсенче пурăнмалла. Вĕсем вара паянхи кун та çуртсене куçаймаççĕ. Финанс ыйтăвĕ пачах та çук. Пĕтĕмпех укçа вăхăтра куçса пырать. Енчен те ĕçлеме пĕлместĕр пулсан, мĕн ма конкурссене хутшăнса объектсене илетĕр, социаллă пĕлтерĕшлĕ патшалăхăн программисемпе кăлтăксем туса пыратăр», - тенĕ Михаил Игнатьев çӳлерех асăннă организацисен ертӳçисене. 

Малашне ĕç-пуçа Строительство министерствине çирĕп тĕрĕслесе пыма хушнă республика Ертӳçи. «Енчен те графикран юлса пынă тĕслĕхсене тупса палăртсан, штраф тӳлеттерме йышăнмалла тесе асăрхаттарнă. Патшалăх программисемпе ĕçе пурнăçлама таса чунлă, яваплăха туйса ĕçлекен подрядчиксен çеç ĕçлемелле. Ыйтăва кулленех тĕрĕслетпĕр. Палăртнă тапхăр тĕлне пур ĕçе те туллин пурнăçламалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.



20 февраля 2017
15:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter