Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕпе саламланă


Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕпе саламланă. «Эпир хамăрăн Тăван çĕршывăмăрăн паттăрла ĕçĕсемпе мăнаçланатпăр. Çĕршыва хӳтӗлессине халалланă çынсене тивӗçлипе сума сăват­пăр. Эпир Раççейӗн мухтавлă салтакĕсен нумай-ну­май ăрă­вĕн тава тивĕçлĕ ĕçĕсемпе паттăрлăхĕсемпе мухтанатпăр, вĕсене яланах асра тытатпăр. Паянхи мирлĕ пурнăçа сыхлассипе çыхăннă чыслă тивĕçе пурнăçлакан мӗнпур çынна, çĕршыв суверенитетне тата ирĕклĕхне шанчăклăн хӳтĕ­лекенсене пурне те пысăка хурса хисеплетпĕр», - тесе çырнă саламра.

Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне янă саламра çапла çырнă: «Çак уяв паттăрлăхпа хăюллăха çирĕплетет.  Тăван çĕршывăмăра хӳтĕлекенсене пĕр чăмăра пĕрлештерекен уяв.  Миллионшар çын лăпкă пурăнтăр тесе, вĕсен наци интересĕсене упраса хăварассишĕн çĕршыва хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе паттăрсем яланах çирĕппĕн сыхлаççĕ. Раççейе хăюллăрах, хăйĕн вăйне шанма вĕрентеççĕ», - тенĕ.

Михаил Игнатьева РФ Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко саламланă. «Раççейре яланах ĕçлеме пĕлекенсене хисепленĕ.  Нумай нациллĕ халăха пĕрлештерсе тăраканнисем – патриотизм, гражданлăх туйăмĕсем. Тăван çĕршыва чыслăн хӳтĕленисене эпир нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче саламлатпăр. Аслă ăрури çынсен паттăрла ĕçĕсемпе мăнаçланатпăр. Паян Хĕç-пăшаллă çарсенче хĕсметре тăракан Раççей çыннисен çĕнӗ ăрăвĕ мăн аслашшĕсен мухтавлă йăлисене чыслăн малалла тытса ĕненетпĕр», - тесе çырнă салам йĕркисенче.

 Михаил Игнатьев ячĕпе тата та нумай саламсем килсе тăраççĕ. Федераци, республика, муниципалитетсенчен тĕрлĕ шайри влаçра ĕçлекенсем  кулленех саламсем яраççĕ.  

 

  



21 февраля 2017
15:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter