Шупашкар хулин 2016-мĕш çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес, кăçалхи çул валли лартнă тĕллевсене пăхса тухас ыйтусемпе ирттернĕ пысăк мероприятине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 


Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкар хулин 2016-мĕш çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес, кăçалхи çул валли лартнă тĕллевсене пăхса тухас ыйтусемпе ирттернĕ пысăк мероприятине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Шупашкар хула пуçлăхĕ – Шупашкар хулин депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ирина Клементьева хăйĕн сăмахĕнче, чи малтан пĕлтĕрхи çул суйлав иртнине, ăна пула хулари депутатсен пухăвĕн çĕнĕ тытăмĕ йĕркеленнине палăртнă. Суйлав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, çакă паллă - Шупашкарта пурăнакансем РФ Правительствипе Чăваш Республикин Правительстви тытса пыракан курса ырлани куçкĕретех.

Шупашкарта социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçланни те çакнах çирĕплетсе парать. Хулара обществăлла политика лару-тăрăвĕ те лайăх пĕр тан аталанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Тĕрлĕ программăсем кăтартуллă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Хулара йĕрке пăсакансен йышĕ сахалланса пырать, кăтарту 37 процент чакни курăнать.

 Çемье ăшшине тата ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçсем кăçал Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă Ирина Клементьева. Хальхи пурнăç таппинче ачасене Интернетра ларнине çирĕп асăрхамалла, вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшмалла. Çак ĕçе депутатсемпе ашшĕ-амăшĕсен те кулленех тĕрĕслесе тăмаллине палăртнă Ирина Клементьева.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн проекчĕсемпе килĕшӳллĕн, тĕрлĕ ĕçсем йĕркеленеççĕ, хулари пурăнакансен пурнăç условийĕн шайĕ лайăхланса пыни куçкĕретех.   Ача сачĕсем, шкулсем çулран çул илемленсе çĕнĕрен ӳссе лараççĕ. Ача пахчисенче черетсем те пачах та çук.  Нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче тирпей-илем кӳртес ĕç те кирлĕ пек шайра пулса пырать. Экологи çулталăкĕнче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерме палăртнине асăннă Шупашкар хула пуçлăхĕ Ирина Клементьева.  

«Эпир пур çынна та çак ĕçсене хутшăнма чĕнетпĕр. Айăккинчен кăна пăхса тăмалла мар. Кашни çынăн хăйĕн хулинче хуçа пулмалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр пысăк ыйтупа  - муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тĕплĕн доклад тунă. Кăçал кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хулара 500 пин çынна шута илнине пĕлтернĕ.  Пĕлтĕр организацисемпе предприятисен тавар калăпăшĕ ӳссе пынине палăртнă, 204 млрд танлашнине пĕлтернĕ, кăтарту 2015 çулхипе пăхас пулсан 107 процент хăпарнă. Муниципалитетра çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута кайнă, 9 проект пурнăçланнă, вĕсене валли 4 млрд тенкĕ тăкакланă. Инвесторсем те сахал мар укçа хывнă, кăтарту 1,5 млрд танлашать.  Промышленноç производствин индексĕ ӳснĕ, вак тата вăтам предпинимательлĕх аталанса пыни пурне те хавхалантарать.

Хулара социаллă инфратытăм йĕркеллĕ аталанать. 2016 çулта социаллă пĕлтерĕшлĕ 22 пысăк объект хута янă, вĕсене валли 5 млрд тăкакланă. Пурĕ муниципалитетра нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнчи 137 лаптăка тирпей-илем кĕртнĕ. Спорта çӳреме ятарлă вырăнсем хатĕрленĕ, автомашинăсене вырнаçтарса лартмалли лапамсем тунă, 1,3 млрд çул-йĕр хуçалăхне аталанса пыма уйăрнă.

Алексей Ладыков 2017-мĕш çул валли йышăннă планпа паллаштарнă.  Ача сачĕсем, спорт вырăнĕсене, инфратытăма вăй илтерме май паракан мероприятисене пăхса тухнине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарса, лайăх хваттерсемпе тивĕçтерессипе йышăннă  патшалăх программипе вĕçне хĕрне тухма каланă. Сăмаха май, республика Пуçлăхĕ муниципалитетăн пурлăхĕсемпе, çĕрсемпе туллин усă курмаллине, аренда укçисене вăхăтра пуçтармаллине асăрхаттарса хăварнă.  Парăм пур предприятисене уйрăмăн аса илсе хăварнă. Вĕсем:  «Агентство по недвижимости «Честр» (38.1 млн), «Одис Отель» (7,2 млн), «Рассвет» (2,9 млн), «Эко-люкс» (3,8 млн), «ТПК» Стратегия» (3,2 млн) организацисем тата ыттисем те.  «Одис-отель» унăн хуçи господин Одинцов. Эп пĕлнĕ тăрăх, «çук» çынах мар вăл. Эпир ăна халĕ 7,2 млн тенкĕ ахалех парнелетпĕр. Эсир вырăнти пуçлăх пулса миçе çул ĕнтĕ ĕçлетĕр. Леонид Ильич Черкесов та сахал мар ĕнтĕ ĕçленĕ… Ку улару-тăру пирки (хăна çурчĕн строительстви çинчен) пĕтĕм хула лайăх пĕлет. Эсир нимĕн пăхмасăрах, парăма каялла татман çынсене пурлăха аренда шучĕпе тивĕçтеретĕр. Вĕсем панкрута кĕрсе ӳкнĕ организацисем шутланаççĕ. Пĕлсе тăрăр, хамăрăн укçа-тенкĕне каялла ниепле те тавăраймăпăр. Паянхи куна вĕсен пысăк парăм пухăнса кайнă 300 миллионпа танлашатьСахал мар укçа. Енчен те вĕсем вăхăтра укçана саплаштарса пынă пулсан, эпир тата та ытларах социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă пулăттăмăр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Финанс ыйтăвĕсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Енри шутлав тата тĕрĕслев палатин ертӳçи Светлана Аристова,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева тĕплĕн чарăнса тăнă.  

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче хула муниципалитетăн 14 программипе тĕплĕн ĕçлесе пынине каланă, 2016 çулта вĕсене пурнăçа кĕртме пурĕ 9753,9 млн тăкакланине асăннă, республика хыснинчен 5611,8 млн уйăрнине пĕлтернĕ. «Пысăк укçа куçарса паратпăр.  Республика, федераци программисене хула аван пурнăçа кĕртсе пырать», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă ертӳçĕсем.  Энергоресурсемпе, газпа парăмсем пухăнни пăшăрхантарать.

«Пĕтĕмĕшле хулан парăмĕ 2 млрд 660 млн тенкĕ пухăнса кайнă. Эпĕ сирĕнтен пĕр хуччен çеç мар ыйтнă пухăннă парăмсене мĕнле парса тататăр тесе? Хутса ăшăтмалли çĕнĕ тапхăрта сире газпа пачах та тивĕçтерме пăрахĕç, çавăн патне çитме пултаратпăр çке-ха.  Электроэнерги сӳнтерсе лартасси те куçкĕретех пулĕ. Халăх йывăрлăха кĕрсе ӳкме пултарать. Ыйту социаллă пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Хулан газшăн 1,7 хут парăм ӳссе кайнă, вăл 750 млн танлашать.  «Эпир «Газпром» шучĕпе хула центрĕнче газ кĕртрĕмĕр.  Çурт-йĕрсем хута яма кирлĕ пек инфратытăм йĕркелерĕмĕр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

«Федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн, хулан хуçалăх ыйтăвĕсене вырăнти влаçăн пĕтĕмпех татса памалла. Тухăçлă ĕçлеме пĕлмелле, ăнланмасан вĕренмелле.   Малашне кашни уйăхрах мана хăвăрăн ĕçĕрсемпе паллаштарма ыйтатăп, кирлĕ пек йышăннă мерăсем çинчен каласа пама хушатăп», - тесе асăрхаттарнă  вăл муниципалитет ертӳлĕхне.

  Çĕнĕ хулари микрорайонти суту-илӳ центрĕн шăпи пирки те сăмах пуçарнă. «Сирĕн шутпа, кун пек объект кирлĕ пулĕ-ха, анчах та халăх сирĕнпе кăмăллах мар, ман патне пĕр хуччен çеç мар ыйтса çырать, тархасшăн çакăн пек центрсене хута яма чарăр тесе. Ытларах çынсене çурт-йĕрсем кирлĕ. Пирĕн вĕсене валли хваттерсем хута ярассишĕн тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Республика Ертӳçи çĕнĕ микрорайона хута ярасси çав тери йывăррăн пурнăçа кĕнине аса илнĕ. «Палăртса хăвармалла, республика хыснинчи укçапа микрорайонта çул сартăмăр, территорине пĕтĕмпех тирпей-илем кӳртрĕмĕр. Газ, шыв, çутă ыйтăвĕсене те вăхăтрах туллин татса панă. Паян вара тĕнче компанине суту-илӳ центрне хута яма ирĕк паратпăр. Паллах, вăл хаваспах хатĕр, коммуникаци пур вырăна хапăл тусах йышăнать. Сирĕн вара лайăх шухăшлама пĕлмелле», - тенĕ вăл муниципалитет ертӳлĕхне.

 «Чăваш Республикин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, ял хуçалăх валли уйăрнă 2 пин гектар çĕре строительство ĕçне пурнăçлама куçарнă. Хулан лаптăкне сарнă. Унта, шăпах та халлĕхе коммуникаци кĕртмен. Тархасшăн та, вĕсем инфратытăма йĕркелеччĕр: газ, çулсене, электричество кĕрччĕр, объект хута яччĕр те суту-илӳ центрне уçчĕр. Сире тепĕр хут асăрхаттаратăп, яланах мĕнпур ыйтусемпе йышăну тăвиччен, вĕсене комплекслă пăхса тухмалла.  Сире, хулана кирлĕ пулсан, объекта хута ярăр. Анчах пĕлĕр, каяра, вĕсем халăха пулăшусемпе тивĕçтерес ĕçре йывăрлăха кĕрсе ӳксен, эсир вĕсене нимĕнпе те пулăшаймăр та, хӳтĕлеймĕр те - çакна лайăх ăнланмалла сирĕн», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăй сăмахне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Парăмсене парса татма вырăнти ертӳлĕхне çирĕп асăрхаттарнă. Ĕçе пĕлсе тата тухăçлă пурнăçлама тăрăшмалла тенĕ вăл.

Ку хутĕнче пухăннисем пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ пирки те канашланă. Михаил Игнатьев асăннă ĕçе кирлĕ пек шайра пурнăçласа пыма хушнă. Экономкласлă хваттерсем ытларах çĕклесе лартассишĕн тăрăшмаллине, суту-илӳ  центрĕсене хута ярассишĕн çеç ĕçлемелле маррине асăрхаттарнă.  Муниципалитета хушма инвестици явăçтарассипе те активлă ĕçлеме сĕннĕ. Хальхи вăхăтра хулара Республика кунне хатĕрленес ĕç хĕрӳ пынине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  Шупашкарта экономика форумне йĕркелесе ирттерессипе те анлăн тăрăшнине, вăл мероприятине çĕнĕ шайра, ытларах федерацинчен экспертсене явăçтарма тĕллев лартнине пĕлтернĕ.  Яланхиллех мероприятире хисепе тивĕçнисене, пысăк çитĕнӳсемпе палăрнисене, патшалăх наградисене парса чысланă.

Фоторепортаж



21 февраля 2017
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter