Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕпе саламлани

Хаклă ентешĕмсем!

Сире Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ - çĕршывăмăр хуралĕнче тăракан, Раççейри тăнăçлăха тивĕçтерекен харсăр, хăюллă, вăйлă тата пархатарлă арçынсен уявĕ.

Çĕнĕ хăрушлăх, пăшăрхантаракан тĕслĕхсем çуралнă условисенче çĕршывăн оборона хăватне çирĕплетес тĕлĕшпе тимлĕх питĕ пысăк. Çар служащийĕсем, производство тата наука коллективĕсем наци хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлаççĕ. Чăваш Республикинче стратеги пĕлтерĕшлĕ предприятисем ĕçлеççĕ, вĕсем çĕршывăн оборона промышленноçĕн комплексĕн саккасĕсене пурнăçлаççĕ.

Чăваш Енре çуллен çарпа çыхăннă тата гражданла-патриотла тĕллевлĕ 500 ытла мероприяти иртет. Çамрăк армеецсен тата кадетсен юхăмĕн йăлисем çирĕп; шырав отрячĕсемпе пĕрлешĕвĕсен ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕсемпе пулăшатпăр.

Хамăрăн ветерансене чун-чĕререн тав сăмахĕсем калас килет. Тăван çĕршыва парăнни, çирĕп кăмăл вĕсене хаяр тĕрĕслевсем витĕр тухма пулăшнă. Вĕсен паттăрлăхĕ Раççее пĕтĕмпех тӳсме май панă, вăл вăйлине ĕнентернĕ.

Çак кун пурне те çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, ырлăх, ыранхи куна шанма тата пĕтĕм ыррине сунатăп! Пурнăçри мĕнпур тĕллев пурнăçлантăр!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ           М.ИГНАТЬЕВ.  

 



23 февраля 2017
16:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter