Сочире иртекен Раççейри инвестици форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Финанс министерствипе РФ Экономика министерстви йĕркелесе ирттернĕ секци ĕçне хутшăннă

 


Сочире иртекен Раççейри инвестици форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин  РФ Финанс министерствипе РФ Экономика министерстви йĕркелесе ирттернĕ секци ĕçне хутшăннă.

 Ĕçе ертсе пыраканĕ Рязань облаçĕнчен суйланнă депутат, РФ Патшалăх Думинче бюджет тата налук ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитетăн председателĕ Андрей Макаров  пулнă. Уçă калаçура тĕрлĕ ыйтусемпе РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ Дмитрий Козак, РФ финанс Министрĕ Антон Силуанов, РФ Шутлав палатин Председателĕ Татьяна Голикова, РФ Федераци Канашĕн Председателĕн Çумĕ  Евгений Бушман, «Центр стратегических разработок» фонд канашĕн Председателĕ Алексей Кудрин хутшăннă.

 Секцине хутшăннисем шайлашуллă бюджет тытăмĕ йĕркеллĕ пулни – регионсен тĕп политикине тытса пыма, социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарма май панине çирĕплетнĕ.

 Тĕплĕ калаçу вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ИА ТАСС журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă. «Федераци хушăвĕсене пурнăçлама тепре чухне, укçа-тенкĕне куçарса памасăрах ăна пурнăçа кĕртетпĕр, республика хыснинчен тăкака саплаштаратпăр. Эпĕ çакăн пек каласшăн, енчен те федераци шайĕнчи ыйтăва пурнăçлас пулсан, федераци хыснинчен укçана 100 процента çитиех куçарса памалла пулĕ тесе», - пĕлтернĕ хăй шухăшне вăл.   

Фоторепортаж



27 февраля 2017
17:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter