Чăваш Республикин Правительствипе «БТК групп» компани хушшинче килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа «БТК групп» генеральнăй директорĕ Георгий Драчев алă пусса çирĕплетнĕ

 Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Сочире иртекен Раççейри инвестици форумĕнче, Чăваш Республикин Правительствипе  «БТК групп» компани хушшинче килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа «БТК групп» генеральнăй директорĕ Георгий Драчев алă пусса çирĕплетнĕ.  Ертӳçĕсем Чăваш Ен территорийĕнче çăмăл промышленноçа аталантарма инвестициллĕ проектсене пурнăçа кĕртесси пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.

Георгий Драчев хăйĕн сăмахĕнче регионта çĕнĕ производствăсем хута кайсан, халăх валли ĕç вырăнĕсем хатĕрленессине, инвестици явăçтарма та меллĕ пуласса каланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «БТК групп» организацине саккунсемпе килĕшӳллĕн инвестициллĕ проекта пурнăçа кĕртме витĕм кӳрессине асăннă.

Палăртса хăваратпăр, «БТК групп» - Раççейри чи пысăк предприятисенчен пĕри, тĕрлĕ бизнесра усă курăнакан таварсем тирпейлесе кăларассипе ĕçлет, кĕпе-тумтир таврашне пысăк технологине пăхăнса калăплать. «БТК групп» клиенчĕсем - «Аэрофлот – российские авиалинии» АУО, «Авиакомпания «Россия» АУО, «Российские железные дороги», «Газпром газораспределение» АУО, Раççейри Роснефть тата ыттисем те.  Георгий Драчев Чăваш Республикинче бизнеса аталантарма питĕ лайăх тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне.  

Фоторепортаж



27 февраля 2017
11:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter