Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ренова» Группа Компанийĕн директорсен канашĕн Председателĕпе Виктор Вексельбергпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ренова» Группа Компанийĕн директорсен канашĕн Председателĕпе Виктор Вексельбергпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ренова» Группа Компанийĕн предприятийĕ Чăваш Ен территорийĕнче тухăçлă ĕçленĕшĕн, Виктор Вексельберга тав сăмахĕсем каланă. Предприятире ĕçлекенсен шалу укçин виçи ӳссе пынине, таварсен калăпăшĕ хăпарнине, регионăн инвестици илĕртӳлĕхне лайăхлатса пыма организаци витĕм кӳнине палăртнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра вĕрентӳ пайне пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. «Регионсем хушшинче центр йĕркелесе яма конкурсра çĕнсе илтĕмĕр. Çак асăннă проекта пурнăçа кĕртме 490 млн тенкĕ тăкакланă. Нумаях пулмасть технопарк уçнă, ăна хута яма 80 млн тенкĕ тăкакланă», - тесе пĕлтернĕ вăл. Кадр ыйтăвĕсене татса пама И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тĕп вырăн йышăннине каланă.  «Чăваш Енре инвестици климачĕ лайăх пулнине ВТБ тата Газпромбанк тĕнчери чи паллă организацисем Шупашкарта сервис центрĕсене уçни çирĕплетсе параççĕ. Çаксем çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Виктор Вексельберг.  «Эсир вĕрентӳ пайне тимлĕх уйăрни хăйне евĕр пысăк хисеп. Паян вĕрентӳ пайне, çынсене витĕм кӳни – ыранах тухăçлă производство илме  май парать», - тенĕ Виктор Вексельберг. «Ренова» Группа Компанийĕн директорсен канашĕн Председателĕ  Чăваш Енри организацире ĕçлекенсене пысăк профессионалсем тесе хакланă. «Чăваш Республикинче вырнаçнă база кирлĕ пек шайри специалистсене пухма май парать.  Палăртма кăмăллă, вĕсем çĕнĕ технологисене ăша хывса вĕренсе пыраççĕ»,  - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   Виктор Вексельберг регион пуçарăвĕсене яланах витĕм кӳме хатĕр пулнине пĕлтернĕ.

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, чи малтанах вĕсене аслă шкулсемпе тачă çыхăну тытма сĕннĕ, Раççей Вĕренӳ министерствипе анлăрах ĕçлеме каланă. Виктор Вексельберг хăйĕн сăмахĕнче «ХЕВЕЛ» заводăн планĕ пирки кăсăкланнă. 2017-мĕш çулта ака уйăхĕнче çĕнĕ производствăсем уçма план тунине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕнпе «Ренова» Группа Компаний хушшинче пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси пирки калакан, Чăваш Республикинче теплицăсем хута яма ирĕк паракан, ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ.  Регионта теплицăсем хута яма 10 гектар çĕр лаптăкне палăртса хунă. Теплицăсем Чăваш Республикинче çĕклесе лартасси пирки чи малтанах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Японине Раççей делегаципе кайнă чухне, «Ренова» Группа Компанийĕн директорĕпе Виктор Вексельбергпа калаçса килĕшнĕ пулнă. «Тавах Сире тата Сирĕн командăна, вĕсем яланах ыйтусем çине оперативлă хурав параççĕ. Çитес вăхăтрах эпир проекта пурнăçа кĕртме те пултаратпăр», - тенĕ Виктор Вексельберг.

 Вăл журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, çапла каланă: «Енчен те бизнес производство уçасси пирки йышăну тусан, чи пахи - административлă майпа пулăшу пани çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республика Пуçлăхĕ яланах витĕм кӳни куçкĕретех, эпир ăна туятпăр. Куншăн, шăпах та Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева пысăк тав сăмахĕсем калатпăр», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.   Чăваш Республикинче пурнăçа кĕрекен проектсене пысăка хурса хакланă сумлă хăна. «Теплицăсем хута яма палăртнă проекта малта пыракан голланди технологине тĕпе хурса  йышăннă.  Вĕсен паха опычĕ Чăваш Енре пурнăçа кĕрессине те ĕненетпĕр. Регион малалла ăнтăлни куçкĕретех», - тенĕ «Ренова» Группа Компанийĕн директорсен канашĕн Председателĕ. Вăл сăмаха май, Чăваш Енре тата та çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртме палăртса хунине пĕлтернĕ.     

Чăваш Республикин Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче, регионта 2017-мĕш çулта пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлама 1,5 млрд тенкĕ палăртса хăварнине пĕлтернĕ. «Чăваш Енри инвестици илĕртӳлĕхĕ пысăк пулнине кура, пур ыйтусене те комплекслă тишкерсе бизнес яваплăха туйса çĕнĕрен те çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртме тĕллев лартать.  Чи пахи вара пысăк специалистсем хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлани. Кăçал 10 гектар çĕр çинче теплица хута яма тĕллев лартнă. Влаç органĕсенче ĕçлекенсен тĕллевĕ – бизнеса аталанма кирлĕ пек условисем хатĕрлесе парасси, халăха ĕçпе тивĕçтересси, çынсен тупăшне ӳстересси», - тенĕ Михаил Игнатьев.   

Аса илтеретпĕр, нарăс уйăхĕн 26-28-мĕшĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев Сочине ĕçлĕ визитпа, унта вăл Раççейри инвестици форумĕн ĕçне хутшăнать. 

Форум ĕçĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тăрлĕ бизнесра ĕçлекенсемпе, Раççейри федераци шайĕнчи ведомствăсен ертӳçисемпе ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ.

Фоторепортаж



27 февраля 2017
09:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter