Республика Правительстви 2017 çулхи кăрлач уйăхĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

Республика Правительстви 2017 çулхи кăрлач уйăхĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлăвăн тĕп теми пулса тăнă çак ыйту.  Хальхинче ĕçе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Антонова хăйĕн сăмахĕнче, хăш-пĕр ыйтусемпе кăтартусем чакнине пăхмасăрах, регионта промышленноç пĕр тикĕс лайăх аталанса пынине каланă. Промышленноç производствин индексĕ 96,6 процент, таварсен калăпăшĕ 107,3 процента çитнĕ, 111,6 млрд танлашать.  «Хăш-пĕр предприятисен ĕçĕ çĕнĕрен ӳссе кайсан, «Хевел» компани çулла валли тепĕр производство хута ярсан, промышленноç производствин индексĕ тата та хăпарасси куçкĕретех пулĕ», - тенĕ Инна Антонова.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăй докладĕнче регионта аш-какай тирпейлес ĕç чакнине палăртнă. Çитес вăхăтра лару-тăру уçăмланассине каланă министр. «Сăлтавĕсем паллă. Сыснасене сахалрах усрани. Хăш-пĕр чăх-чĕп фабрикисем те лайăхах ĕçлеменни сисĕнет. Вăрах вăхăт ĕçлеме пăрахнă хыççăн, «Акашевская» тата «Чувашбройлер» çĕнĕрен вăй илсе каясси те паллă. Пĕрремĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, çитĕнӳ те пулĕ», - тенĕ Сергей Артамонов.

  Чăваш Республикин финанс министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Фарида Муратова регионăн бюджетĕнче харпăр хăй тупăшĕ ӳснине асăннă. 2017 çул нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3740,6 млн çитнĕ, вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 145,3 процент.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене укçа-тенкĕпе вăхăтра тивĕçтернине каланă. «Çак динамикăна çирĕп тытса пымалла. Федераци центрĕ йышăннă нормативсене тулин пурнăçламалла», - тенĕ Иван Моторин.  



27 февраля 2017
14:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter