Саратов облаçĕн Правительствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хушшинчи пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме ирĕк паракан Килĕшӳ хутне алă пуса çирĕплетнĕ

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа Саратов облаçĕн Губернаторĕн Валерий Радаевăн, Сочире нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççейри инвестици форумĕнче иртнĕ тĕлпулăвĕ, Саратов облаçĕн Правительствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хушшинчи пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме ирĕк паракан Килĕшӳ хутне алă пуса çирĕплетнипе вĕçленнĕ.

 Икĕ ен суту-илӳре, экономикăра, наукăпа техника, социаллă сферăпа культура ĕçĕсенче килĕшсе ĕçлесси пирки калаçса татăлнă. Регионсем промышленноç, АПК, строительство, ЖКХ, сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ, культура, наука, туризм, спорт, экологи, çемье тата çамрăксен политикине аталантарассипе тĕрлĕ ыйтусене татса парас ĕçре пĕр-пĕрин паха опычĕсене тĕпе хурса пырасси пирки сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енпе Саратов облаçĕ хушшинче пĕрпеклĕхсем чылай пулнине асăннă.  Тахçантанпах çирĕп çыхăну пулса пынине каланă. «Паян çирĕплетнĕ Килĕшӳ регионсем хушшинчи çыхăнăва анлăлатма тата та ытларах пулăшать. Таварсен калăпăшне ӳстерсе пыма витĕм кӳрĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Пирĕн тавар çаврăнăшĕ миллиард патнелле çитнĕ.  Ĕç хучĕ малашне тата та тачăрах çыхăнса ĕçлеме хистет. Ăна валли пирĕн халĕ пур условисем те çителĕклĕ.  Пĕр-пĕринчен паха опыта вĕренсе пымалли сахал мар», - тенĕ Валерий Радаев.

Палăртса хăваратпăр, Раççейри инвестици форумĕ Сочире нарăс уйăхĕн 27-28-мĕш кунĕсенче иртет. Паян вăл хăйĕн ĕçне вĕçлĕ.

Фоторепортаж



28 февраля 2017
13:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter