Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сочи хулинче «Раççей регионĕсене инвестици: регион политикин приоритечĕсем» ятлă ларăвăн ĕçне хутшăннă

 


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сочи хулинче «Раççей регионĕсене инвестици: регион политикин приоритечĕсем» ятлă ларăвăн ĕçне хутшăннă. Асăннă мероприятине Раççей Федераци Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынă. Пухăннисем умĕнче калаçнă майăн, РФ Правительствин Председателĕ Раççей кризис лару-тăрăвĕнчен ăнăçлă тухнине палăртнă. «Паян уçăмлăнах калама пулать – эпир йывăрлăхсене парăнтарма пĕлетпĕр. Шалти таварсен калăпăшĕ чакма пăрахрĕ», - тенĕ Дмитрий Медведев.  Паянхи кун Раççей Правительствин тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри – 2025-мĕш çулччен макроэкономика тата налуксен тытăмĕсене вăй илтерсе пырасси. Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пайран пĕри – пĕчĕк предпринмательлĕхе çăмăллатнă кредитсемпе тивĕçтересси, программăна 50 млрд тенкĕ хывасси.

«Программăна тата та анлăлатмалла.  Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма ытларах тăрăшмалла. Сывлăх сыхлавне, АПК пайне, производствăна вăй илтермелле. Программăн лимитне ӳстерсе, кредит калăпăшне хушма 50 млрд тенкĕ регионсенчи банксене инвестици тĕллевĕсене пурнăçланă ĕçе тăкаклама сĕнетĕп», -  тенĕ Дмитрий Медведев. РФ Финанс министерствипе Экономика министерствине бюджетăн ытларах пайне проектсене куçарма хушатăп тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Калатăп, начар, перспективлă мар регионсем Раççейре пачах та çук.  Кашни субъектăн хăйĕн пуянлăхĕ – çут çанталăк пурлăхĕ, тĕрлĕ пайсен ресурсĕсем, ĕçлеме пултарни тата тупăша хăпартса пыма пĕлни», - тенĕ Дмитрий Медведев.

Фоторепортаж



28 февраля 2017
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter