Нарăсăн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Ертÿçи Михаил Игнатьев Элĕк тата Йĕпреç тăрăхĕсенче ĕçлĕ çул-çÿревпе пулчĕ

Республика Ертÿçи районсен активĕсемпе социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетес тата аталану çулне палăртас тĕлĕшпе канашлу ирттерчĕ. 

Михаил Игнатьев малтанах Элĕкри çăкăр пĕçерекен комбината çитсе курчĕ. Пĕрлешÿ ертÿçи Александр Никифоров  каланă тăрăх, завода  майĕпен тĕпрен çĕнетме тăрăшаççĕ. Пĕрлешÿре улма-çырларан консервăсем тăвассипе те ĕçлеççĕ. Вĕсем экологи енчен таса продукци шутланаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ вĕсене производcтвăна ÿстерсе хӑйсен таварӗсемпе ытти республикăсене те тухма сĕнчĕ. 

Çавăн пекех Михаил Игнатьев районти пасара кӗрсе тухрӗ, унти лару-тăрăва сăнарĕ. 

Канашлура Михаил Игнатьев фельдшерпа акушер пункчĕсемпе çыхăннă ыйтусене татса пама, демографи кăтарăвĕсене лайăхлатма чĕнсе каларĕ. Элĕксем, паллах,  çакна пурнăçлама шантарчĕç. Район администрацийӗн пуçлăхĕ Александр Куликов çавăн пекех Чăваш Ен правительствине Шĕвĕш ялĕнче клуб, Элĕк салинче бассейн хута яма тата котельнăйсемпе каяш шывĕсене тасатакан сооружени уçма пулăшма ыйтрĕ. Республика Пуçлăхĕ района яланах пулăшса пынине палӑртрӗ, çак ĕçе малалла та пурнăçласа пырассине ҫирӗплетрĕ. Çынсем пирки калас пулсан, вĕсен ыйтăвĕсене кунта яланах тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Депутатсене халăхпа ытларах курса калаçма та сĕнчĕ Республика Ертÿçи. 

Михаил Игнатьев Йĕпреç тăрăхĕнчи лару-тăрупа та паллашрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов палăртнă тăрăх, 2016-мĕш çулта бюджета 376 миллион тенкĕ кĕнĕ. Ку  малтан палăртнин 99 проценчĕ.  Вăл шутран 92 проценчĕ хăйсен тупăшĕ. Çавăн пекех пĕлтĕр 375 миллион тенкĕ тăкакланă. Вĕсене тĕрлĕ проектсене ĕçе кĕртме те усă курнă. Сăмахран, ку тăрăхра 127 миллион тенкĕ инвестици явăçтарса 8 проект пурнăçланă. 45 хушма ĕç вырăнĕ тунă. Районти вăтам ĕç укçи вара 17 пин те 202 тенкĕпе танлашнă. Кăçал çак хисепе тата та ÿстерес шутлă. Унсăр пуçне 90 яхăн миллион тенкĕлĕх 4 инвестици проекчĕ палăртса хунă. Ял хуçалăхне илес пулсан кăтартусем япăхах мар. Иртнĕ çул усăсăр выртакан çĕрсене  пусă çаврăнăшне кĕртес ĕç те аван пынă. Пĕтĕмĕшле лаптăксем çинчен 1 миллиард та 300 миллион тенкӗ ытла продукци туса илнĕ. 

Чăваш Ен Ертÿçи ÿсĕмсем пулнине ырларĕ. Анчах та çынсен шалăвне ÿстерес тĕлĕшпе вăйлăрах ĕçлеме хушрĕ. Ун чухне халăха  та, хыснана та хушма тупăш пырса кĕрессе палăртрĕ.



03 февраля 2017
14:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter