Районсенче çÿп-çап куписене рекультивацилĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ хула округĕсемпе район администрацийĕсен ертÿçисемпе видеоконференци ирттерчĕ. Михаил Игнатьев районсене ĕçлĕ çулçÿревпе тухса çÿреме пуçланине аса илтерчĕ. Хальлĕхе Элĕк тата Йĕпреç тăрăхĕсенче пулнине пĕлтерчĕ. Михаил Игнатьев муниципалитет ертÿçисене малĕмĕтлĕ проектсем çинче ытларах чарăнса тăма сĕнчĕ. Вырăнти халăха кăçал мĕнле ĕçсем туса ирттерме палăртнине пĕлтермелле терĕ.           

Канашлура çÿп-çап куписене пĕтерессине сÿтсе яврĕç. Паянхи кун тĕлне республикăри 9 çÿп-çап купине тĕп тумалла. Вĕсем Канаш хулинче, Элĕк, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне тата Елчĕк районĕсенче вырнаçнă. Чăваш Енри çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Александр Коршунов пĕлтернĕ тăрăх, çÿп-çап куписене «Таса çĕршыв» проекта кĕртме пултараççĕ. Çакă вара вĕсене тĕп тума май парĕ. Анчах та вăхăтра проектпа смета документацийĕ туса хатĕрлес пулать.

Республика Ертÿçи ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеме сĕнчĕ. Çÿп-çап куписене мĕнле пулсан та проекта кĕртсе инвестици явăçтармаллах терĕ. «Çĕртме уйăхĕччен проектсене туса пĕтермелле», — палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Канашлура тепĕр ыйту тавра та калаçрĕç. Çынсене авариллĕ çурт-йĕртен лайăххисене куçарас пулать. Кăçал çак программăн 4-мĕш тапхăрне пурнăçламалла. Чăваш Енри строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов палăртнă тăрăх, 4-мĕш тапхăрта 3495 çынна çĕнĕ çурт-йĕрпе тивĕçтерĕç. Паянхи кун тĕлне 102-шне куçарнă та ĕнтĕ. «Проект ĕçĕсене тирпейлĕ туманран хăш-пĕр районсенче йывăрлăхсем сиксе тухнă, çавăнпа та вĕсем графикран юлса пыраççĕ. Ку ыйту Çĕмĕрлепе Шупашкар хулисенче тата Çĕмĕрле районĕнче уйрăмах çивĕч», терĕ министр. Республика ертÿçи вара ку программăна пур енлĕн пулăшса пынине аса илтерчĕ. «Йывăрлăхсем пурте муниципалитетсенчи администраци ушкăнĕсем хăйсен ĕçне тĕплĕн пурнăçламаннине пула сиксе тухнă, çавăнпа та авăн уйăхĕччен çынсене çĕнĕ çурт-йĕрпе тивĕçтермелле», терĕ Михаил Игнатьев.

Ял хуçалăх промышленноçĕн комплексне субсиди илессипе Чăваш Ен Атăлçи федераллă округра чи малта пыракан регионсен йышĕнче — пĕлтерчĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Кăçал Чăваш Ене ял хуçалăхне аталантарма 728 миллиона яхăн тенкĕ укçа уйăрса парĕç.



04 февраля 2017
15:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter