Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: бюджет укçине усăсăр тăкаклама никамăн та ирĕк çук

Бюджет укçине усăсăр тăкаклама никамăн та ирĕк çук. Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрне пуçламăшĕнче ирттернĕ ларура тепĕр хут çирĕплетсе каланă. «Чувашупрдор» учреждени ĕçĕ-хĕлне сÿтсе яврĕç. Тĕрĕслев  ирттернĕ хыççăн унта учреждени ертÿçи тĕлĕшпе кăлтăксем палăртнă.

Аса илтеретпĕр, «Чувашупрдор» ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Евгений Барсуков маларах наркотиксен хутăшĕн çаврăнăшне тимлесе тăракан федераллă службăн Чăваш Енри управленине ертсе пынă. Çĕнĕ должноçе куçсан вара унăн ĕçĕ-хĕлĕ тĕлĕшпе ыйтусем сиксе тухнă. Темиçе уйăх хушшинче вăл 48 çынна ĕçе илнĕ. Вĕсенчен 17-шĕ Евгений Барсуков малтан ĕçленĕ Управленинчи çынсем.

Унсăр пуçне вĕсем должноçри инструкцине пăхăнман. Чăваш Ен Пуçлăхĕ каланă тăрăх, «Чувашупрдор» предприяти ĕçченĕсен çул-йĕре йĕркере тытмалла. Ун валли ятарлă специалистсем кирлĕ. Анчах та эффективлă ĕç вырăнне унта бюджет укçине усăсăр тăкакланă. Унсăр пуçне финанс тĕлĕшĕнчен татах  йĕркене пăхăнманни палăрнă.

Юстици министрĕ Наталья Тимофеева каланă тăрăх, предприятире 91 çын тăрăшнă пек шутланса тăнă, анчах та ĕçсене 60-шĕ  çеç пурнăçланă. Ĕç укçи фондне вара туллин усă курнă. Çавăн пекех учрежденин ĕç укçи тÿлемелли фондăн кредит парăмĕ те 600 пин ытла. Ертÿçĕ тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Барсуков пурлăхпа та тĕллевлĕ усă курман тата хăй çумĕсен шутне те ÿстернĕ. Çавăнпа та Михаил Игнатьев тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсене 3 кун хушшинче çирĕплетме тата çак документсене кирлĕ йышăну тума тĕрлĕ инстанцисене яма  хушнă.

Тĕплĕнрех>>>



06 февраля 2017
15:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter