Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕпе Юрий Акиньшинпа тĕл пулнă

Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕ пулма Юрий Акиньшина уйăрса лартни пирки калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ.

Паян тĕлпулу вăхăтĕнче регион Ертӳçи çĕнĕ должноçри çынна, Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн таса чунпа тăрăшса кăтартуллă ĕçлеме чĕнсе каланă.

Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн Чăваш Республикинчи полномочиллĕ представительне Раççейĕн федераци органĕсенче ĕçлекенсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме сĕннĕ.  

«Тавах Сире, мана пысăка хакланишĕн. Хамран мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлама шантаратăп. Чăваш Республики, тăван çĕр аталантăр тесе пĕтĕм вăя хурса ĕçлĕп», - тенĕ Юрий Акиньшин.   

Палăртса хăваратпăр, Юрий Акиньшин аграном тата юрист пĕлĕвĕсене илнĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ çынăн пысăк паха ĕç опычĕ сахал мар. Вăл Ставрополь крайĕнче патшалăх влаç органĕсенче  тата федерацин патшалăх влаç органĕсенче вăй хунă.

Фоторепортаж



08 февраля 2017
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter