Чăваш Енре чи лайăх ĕçлекен муниципалитетсене палăртĕç

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче «Чи лайăх муниципалитет практики» пĕтĕм Раççейри конкурсăн регион шайĕнче ирттермелли тапхăрăн ыйтăвне пăхса тухнă. Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче, конкурса хутшăнас текенсен ĕç хучĕсене ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăратма ирĕк пуррине пĕлтернĕ.

 Заявка виçĕ номинаципе пама пулать.  «Конкурса хутшăнас текенсен çирĕп тĕрĕслев витĕр тухма тивĕ.  Халăх сĕнĕвĕсене те шута илĕпĕр. Чиновниксен ĕçне çивĕч пăхса тухма шантаратпăр. Çак конкурс, шăпах та муниципалитетсем тухăçлă ĕçлеме пĕлнине кăтартса парĕ», - тенĕ Наталья Тимофеева.

 Конкурса хула округĕсем, хула тата ял поселенийĕсем хутшăнма пултараççĕ. Чи ăста муниципалитетсене конкурс комиссине кĕртнĕ Чăваш Республикин Строительство министерствинчен, Экономика министерствинчен, Юстици министерствинчен ятарлă представительсем хаклĕç.  Çĕнтерӳçĕсен федераци шайĕнче регион чысне хӳтĕлеме тивĕ. 

 



08 февраля 2017
14:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter