2017-мĕш çулта Чăваш Енри нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме 1,3 миллиард куçĕ

Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн сăмахĕнче, регион 2017-мĕш çулта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме йышăннă республика программине пурнăçлама 1 млрд 341 млн тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă.

«Мĕнпур укçапа вăхăтра тата туллин тухăçлă усă курмалла. Халăхăн сĕнĕвĕсене тĕпе хурса çуртсене йĕркене кĕртсе пырассишĕн тăрăшмалла. Муниципалитетсен планне графикпа килĕшӳллĕн пурнăçа кĕртмелле Чăваш Республикин Строительство министерствин. Кăлтăксемпе чăрмавсем пачах та пулмалла мар», - тесе çирĕп асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.

 Республика Правительствин ларăвĕнче республика хыснинчен муниципалитетсенчи гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме  субсиди парса тивĕçтермелли ыйтăва та тĕплĕн пăхса тухнă.  Федераци бюджетĕнче пурĕ 15 504,8 пин тенкĕ пăхса хăварнă, республика хыснинчен субсиди мелĕпе 870,1 пин уйăрасси паллă. Пулăшу Патăрьелпе Куславкка районĕсене куçĕ.

  Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Тимофеев регионта 2017-мĕш çулта çулсене тирпейлесе сарасси пирки ыйтусемпе калаçнă. Республика бюджетĕнчен куçакан укçа-тенкĕ пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Палăртса хăваратпăр, кăçалхи çул пĕтĕмпе муниципалитетсенчи çулсене тирпейлеме 100 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕн 2017-мĕш çулхи калăпăшĕ 5 млрд танлашать.



08 февраля 2017
15:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter