"Республикăра пурăнакансен пуçарăвĕсем пурнăçа кĕрсе пымалла", - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи ларура

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвне тĕпе хурса, Чăваш Енĕн Правительство ларăвĕнче ăна пурнăçлама регионти ĕç тăвакан влаç органĕсен Комплекслă ĕç планне çирĕплетнĕ.  Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Антонова хăйĕн сăмахĕнче, Комплекслă плана социаллă политикăна, экономикăна, ĕç климатне, бюджета шайлаштарассипе çыхăннă ыйтусене кĕртсе хăварнине, вĕсене аталантарассипе тĕрлĕ мерăсем пăхса йышăннине асăннă.

«Мĕнпур ĕçсене, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырура халăхăн пуçаруллă шухăшĕсемпе сĕнĕвĕсене тĕпе хурса шута илнĕ. Пирĕн тĕллев - бюджетпа пĕлсе тухăçлă республикăри ĕçсене пурнăçа кĕртсе пырасси», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырури тĕллевсене вăхăтра пурнăçламалли пирки те ĕç хутне çирĕплетсе хăварнă.



08 февраля 2017
16:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter