Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ музейра пулнă

 


Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ музейра пулнă. Регион Пуçлăхĕ çĕнĕ экспозицисемпе паллашнă. Чаплă куравра В.И.Чапаев ячĕллĕ Шупашкарти производствăн пĕрлешĕвĕ тĕрлĕ техника хатĕрĕсен макечĕсене йĕркелесе тăратнă. «Çакă хальхи çитĕнекен çамрăксемшĕн питĕ кăсăклă. Шкул ачисем те кăмăлпах паллашаççĕ. Çĕршывăн вăйлă хатĕрĕсене курса киленеççĕ. Çак ĕç пулас ăрăвăн çарпа патриотизм туйăмне анлăрах сарма витĕм кӳрет», - палăртнă Михаил Игнатьев.

Аса илтеретпĕр, 2016-мĕш çулта авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче    Мускаври В.В. Бахирев ячĕллĕ машинăсем тăвакан  наукăпа тĕпчев институтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «НПК «Техмаш» АО генеральнăй директорĕпе Сергей Русаковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Михаил Игнатьев машинăсем тăвакан наукăпа тĕпчев институтĕнче музейра пулнă, Социализмла Ĕç Геройĕ, СССР машиностроени Министрне Вячеслав Васильевич Бахирева халалланă палăка уçнă çĕре хутшăннă. Тĕлпулу вăхăтĕнче Михаил Игнатьевпа Сергей Русаков Чăваш Енĕн аталану çул-йĕрне сӳтсе явнă. Унсăр пуçне музейра çĕнĕрен те çĕнĕ экспонатсене хатĕрлесе тăратасси пирки калаçса килĕшнĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «НПК «Техмаш» АО ертӳлĕхне республикăри çамрăксене патриотизмлă воспитани парас ĕçе пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав тунă.

Паян, каламасăрах паллă, Шупашкарти  музей халăхра анлă сарăлнă, регионта пулакан хăнасем те хапăл тусах паллашаççĕ. Çулсерен музейра 45 пин çын ытла пулать. Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Наци музейне Чăваш Республикин грантне парса тивĕçтернине палăртнă. 2017-мĕш çулта 2,8 миллион тенкĕ тĕрлĕ экспозицисене пуянлатма тăкакланине пĕлтернĕ, кинозала модернизацилеме палăртнине асăннă. Çак ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçласан, çулталăкне 100 пин çын ытла музей ĕçĕпе паллашма кăмăл тăвасси те куçкĕретех пулĕ. 2017-мĕш çулта нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче республикăра В.И.Чапаева асăнса, ăна 130 çул çитнине халалласа тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртса хунă.

Фоторепортаж



08 февраля 2017
09:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter