Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата приоритетлă проектсем енĕпе ĕçлекен Канаш ларăвĕ иртнĕ

 


Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев приоритетлă проектсене стратегиллĕ аталантарассипе ĕçлекен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи канаш ларăвне ирттернĕ. Ларура пухăннисем регионта пурăнакансен пурнăç шайне хаклама май паракан ыйтусене тата программăсен паспорчĕсене тĕплĕн пăхса тухнă. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин «Халăхсем хушшинчи коопераци тата экспорт» приоритетлă программăн паспорчĕпе паллаштарнă. Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче, хальхи вăхăтра пĕтĕмпе регионта 282 предприяти экспортпа ĕçленине пĕлтернĕ. 66 ют çĕршывсенчи организацисем пирĕн республикăн партнерĕсем пулнине асăннă.  Вăл каланă тăрăх, ĕç секторĕнче кашни çулах динамика ырă енне улшăнса пынине палăртнă.  Калăпăр, 2016-мĕш çулта экспортпа ĕçлессин калăпăшĕ 7,9 процента çити ӳснине асăннă.  «Халăхсем хушшинчи коопераци тата экспорт» приоритетлă программа 2017-2025-мĕш çулччен ĕçлĕ. Приоритетлă программăна пурнăçа кĕртме пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕне мĕнпур тапхăр валли  235 млн пăхса хăварма палăртнă.

Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов бизнеса аталантарма май паракан тĕп вектора патшалăх палăртни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.

 Чăваш Республикин строительство министрĕн çумĕ Владимир Максимов хăйĕн докладĕнче «Ипотека тата аренда мелĕпе çурт-йĕр» приоритетлă проект пирки чарăнса тăнă. Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх, 2020-мĕш çул тĕлне проекта пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсен, хушма 5 пин çемьен çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама май килнине асăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев стратегиллĕ ĕç хутне тĕплĕнрех йĕркене кĕртсе пĕтерме хушнă. Программăра строительство индустрийĕ пирки калакан пайсем пулмаллине, Чăваш Енре калăпланса тухакан строительство хатĕрĕсем çинчен сĕнӳсене те шута илменнине асăрхаттарнă.

 Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева программăна çынсен ытларах арендăри пурлăхсене харпăр хăй пурлăхĕ  çине куçарассипе ĕçлемелли пирки калакан пайсене кĕртменнине асăннă.

Республика Ертӳçи Михаил Игнатьев регионта 3 пин га çĕр лаптăкне çурт-йĕрсем çавăрма уйăрса хăварнине палăртнă. Строительство валли пăхса хăварнă кашни тăваттăмĕш тенки бюджет хыснинчен куçнине асăннă. «Строительство пайне çитес вунă çул валли ĕçпе тивĕçтернĕ. Çурт-йĕр çавăрассипе йышăннă тĕрлĕ программăсемпе ытларах та ытларах ĕçлессишĕн тăрăшмалла», - тесе каланă муниципалитетсен ертӳлĕхĕсемпе строительство организацийĕн ертӳçисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.    

Чăваш Республикин строительство министрĕн çумĕ Владимир Максимов хула пурнăçне тата та комфортлăрах йĕркелессипе йышăннă приоритетлă проект пирки калакан паспортпа паллаштарнă. Программăри тĕп тĕллевсем -хулари тавралăха тирпей-илем кӳртесси, 2020-мĕш çул тĕлне комплекслă 9 проект, парксем хута ярассипе 5 проект пурнăçа кĕртесси. 

Михаил Игнатьев хулари пурнăçа ырă енне улăштарассипе Чăваш Енре пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ тĕпрен ĕçсем пынине каланă. Калăпăр, çуртсем таврашĕнче тирпейлесе илем кӳртес ĕç те тахçантанпах хĕрӳ пынине асăннă, 2012-2016-мĕш çулсенче пĕтĕмпе 463 млн тенкĕ тăкакланине пĕлтернĕ. Çак укçапа нумай хваттерĕ çуртсем таврашĕнчи 1069 лаптăка тата вĕсем патне илсе пыракан 542 çул-йĕре тирпейлесе сарнине палăртнă.  Ĕç хутне эрне хушшинче çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварса йĕрке тума хушнă.  Муниципалитетсенче те хăйне евĕр объектсене çĕклесе лартма, тирпейлеме программăсем пăхса хăвармаллине каланă, паллах, халăх сĕнĕвĕсене шута илсе пĕрле пăхса тухмаллине асăрхаттарнă.  «Çак ĕçсене çуркунне пуçламалла, конкурс ирттермелле.  Çулла вара плана пурнăçа кĕртессишĕн çине тăрса ĕçлемелле», - тенĕ вăл.

 Владимир Максимов пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусем пирки калакан проект паспорчĕпе паллаштарнă. Пулăшусен пахалăхĕ çинчен те тĕплĕн чарăнса тăнă. Коммуналлă инфратытăма аталантарма илнĕ кредитсен каялла тавăрса памаллин проценчĕсене патшалăх енчен куçакан пулăшусем малашне те пулассине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Владимир Максимова ĕç хутне тĕплĕнрех пăхса тухса çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма хушнă. «Водоканал» АУО тачăрах ĕçлеме, организаци Шупашкар çывăхĕнче вырнаçнă муниципалитетсене шывпа тивĕçтерес ĕç пахалăхне ӳстерме май парассине палăртнă. 

 Фоторепортаж



09 февраля 2017
13:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter