Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа ирттернĕ чаплă мероприятине хутшăннă

 


Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа ирттернĕ чаплă мероприятине хутшăннă. Легендарлă паттăр - дивизи командирĕ, Пĕрремĕш тĕнче вăрçипе Гражданла вăрçăра пулнă.

 Уява Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий ФилимоновЧăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, Шупашкар хулин çар комиссарĕ Олег Иванов, В.И.Чапаев ячĕллĕ Шупашкарти производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Александр Лившиц, Василий Иванович Чапаевăн мăнукĕн ачи Александр Чапаев хутшăннă.  

«Пирĕн çитĕнекен яш-кĕрĕмшĕн, ентешсемшĕн Василий Чапаев  - наци паттăрĕ пулса тăчĕ. Унăн хăюллăхĕпе паттăрла ĕçĕ пирĕн çĕршыв гражданĕсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче. Пирĕн ăна ĕмĕрлĕхех асра тытмалла. Çамрăксен уйрăмах ун пирки пĕлсе çитĕнмелле», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов совет саманин тапхăрĕнче Василий Иванович Чапаев  сăнарĕ ачасемшĕн çав тери чаплă пулнине аса илсе хăварнă. «Вăл яланах асăмра. Ун ячĕпе паян сахал мар парксемпе скверсем шутланса тăраççĕ. Тĕрлĕ палăксемпе музейсем те чылай. Пирĕн хамăрăн историне пĕлмелле. Паттăрсен ятне ĕмĕрлĕх ăша хывса пурăнмалла, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани памалла», - тенĕ вăл.   

Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн АО генеральнăй директорĕ Александр Лившиц хăйĕн сăмахĕнче,  предприяти историйĕ сахал мар В.И.Чапаевпа çыхăннине пĕлтернĕ. «Организацире ăнсăртран мар пулĕ, паттăр çынсем вăй хунă.  Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă, унăн тумхахлă çулĕсем хыççăн çĕршыва «ура çине» тăма, хуçалăхсене аталантарма пулăшнă», - тенĕ Александр Лившиц.  

Чапаевăн мăнукĕн ачи Александр журналистсемпе калаçнă май, çак паллă юбилей ячĕпе информаципе истори порталне хута янине пĕлтернĕ.

Фоторепортаж

Аса илтеретпĕр, нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Шупашкарта В.И.Чапаев ячĕллĕ музейра  куравпа паллашнă.



09 февраля 2017
16:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter