Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ районĕнчи "Вурнарец" тата "Велес" тулли мар яваплă обществăсенче пулнă
Панкрута тухнă предприятисен малашлăхĕ çук темелле мар. Мал ĕмĕтлĕ çынсем тилхепене вăхăтра хайсен аллине илсен йывăрлăхри предприятисем те çĕнĕ сывлăш çавăрса яраççĕ. Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ районĕнчи "Вурнарец" тата "Велес" тулли мар яваплă обществăсенче пулнă хыççăн палăртнă.
Аса илтерер, асăннă муниципалитетри иртнĕ çулхи ĕçе тата кăçалхи плансене пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕмлетнĕ. "Вурнарецпа" "Велесăн" пĕр пеклĕхĕ - çавсем унччен панкрута тухнă хуçалăхран амаланса аталанни. Ĕçе юратакан çынсем тилхепене хăйсен аллине илсен лару-тăру улшăннă. "Вурнарец" паян - линда ăрачĕллĕ хур ĕрчетессипе ăратлă завод статусĕллĕ. Хуçалăх ертÿçи Александр Макулин республика Пуçлăхне ĕнентернĕ тăрăх, продукцие тăван тăрăхра кăна мар, республика тулашĕнче те - Калининградран пуçласа Сахалин таран - туянаççĕ. "Велес" пĕчĕк завод комбикорм кăларать. 2015 çул вĕçĕнче вёл "Вурнарецран" çĕр туяннă та пысăках мар производство пуçласа янă.