Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă

 


Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ  районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă. Асăннă муниципалитетра вăл район пуçлăхĕпе Татьяна Барановăпа тата район администрацийĕн ертӳçипе Александр Казаковпа тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳçĕсем калаçу вăхăтĕнче районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă.

Александр Казаков хăйĕн сăмахĕнче муниципалитет влаçĕнче ĕçлекенсем халăхăн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернине каланă. Вырăнти бюджетăн калăпăшĕ хăпарнине, районăн харпăр хăй тупăшĕ те ӳссе пынине пĕлтернĕ.  «Кăçал кăрлач уйăхĕнче  муниципалитетăн пурлăхне халăх умĕнче ăмăртуллă йĕркепе сутнă. Энергоресурс парăмĕсене те кулленех саплаштарса пыратпăр.   Кăçал газшăн парăмсене кăрлач уйăхĕнче сахал мар тӳлерĕмĕр, парăма икĕ хут чакартăмăр», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.

Михаил Игнатьев пурлăхсемшĕн парăм пур предприятисемпе тата организацисемпе çивĕчрех ĕçлеме хушнă вырăнти ертӳлĕхе. «Калаçу кунта миллионсем пирки пырать.  Енчен те вĕсем укçа-тенкĕне вăхăтра куçарса пырсан, çынсен социаллă ыйтăвĕсене тата та лайăхрах татса пама пулать çке-ха. Енчен те парăмçăсем вăхăтра тӳлемесен, вĕсене судпа явап тыттармалла. Тĕп тĕллевсенчен пĕри – вырăнти халăх сĕнĕвĕсене шута илсе, вĕсене хумхантаракан ыйтусене татса парасси», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Ертӳçĕсем тавралăха тирпей-илем кӳртесси пирки те сӳтсе явнă. 

Кăçалхи çул пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртме районсемпе хуласем республикăран финанс тĕлĕшĕнчен пулăшу илме пултараççĕ.  Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков муниципалитетăн шухăшласа хунă икĕ проект пулнине пĕлтернĕ. «Муниципалитетра тавралăха тирпей-илем кӳртессипе çыхăннă асăннă проектсем. Чăннипех те çаксем пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем. Паянхи куна эпир мĕнпур район мероприятийĕсене муниципалитетăн тĕп лавки умĕнче йĕркелесе ирттеретпĕр. Республика программине кĕрсе юлсан, тахçантанпах пăшăрхантаракан ыйтăва туллин татса пама пулать», - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. 

Фоторепортаж



01 марта 2017
14:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter