Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хусанта вырнаçнă Иранăн Ислам Республикин Генеральнăй Консульствин ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Алибеман Эгбил Зарчпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хусанта вырнаçнă Иранăн Ислам Республикин Генеральнăй Консульствин ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Алибеман Эгбил Зарчпа тата Хусанти Иранăн Ислам Республикин Генеральнăй Консульствин  экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен консулпа Шафагат  Малекоддинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Антонова, Чулхулари Раççей МИД Представительствин Шупашкарти уйрăмĕн ертӳçи Александр Погодейкин хутшăннă. Тĕлпулу самантĕнче ертӳçĕсем Чăваш Енпе Иран хушшинчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене тишкерсе тухнă.

Алибеман Эгбил Зарч хăйĕн сăмахĕнче Иран ертӳлĕхĕ çĕршыв аталанăвĕшĕн пысăк витĕм кӳнине палăртнă. Патшалăх ытларах бюджет укçине гидротехника, ял хуçалăхне, сывлăх сыхлавне аталантарас ыйтусем çине тăкакланине пĕлтернĕ. Пысăк культура шайне тытса пырас ĕç те кун йĕркинчех тăнине асăннă. Вĕрентӳ пайне аталантарас ĕç кулленех лайăх пулса пынине каланă. Икĕ ен пĕр-пĕрин хушшинчи ĕç климатне, туризма вăйлатасси пирки те сăмах пуçарнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти туризм аталанăвĕ пирки кĕскен каласа хăварнă. «Эпир федераци йышăннă программăна кĕрсе юлнă. 1 млрд тенкĕ бюджет укçине явăçтарнă. «Этническая Чувашия» проекта регионта тĕп хуламăрта пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă.  Эпир сирĕн предпринимательсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме яланах хатĕр», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.   

Фоторепортаж



10 марта 2017
14:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter