Патăрьел районĕ: Аслăчеменсем шыв-шуртан сыхланас, территорисенче тирпей кÿртес ĕçе пуçăнчĕç

Çурхи кунсем çитнĕ май каçсерен сивĕрех пулин те  кăнтăрла аванах хĕвел хăйĕн ăшшине сапалама тăрăшать. Урама тухсан та сывлăш уçă, кайăксем  илемлĕн юрлани чуна çĕклентерет. Юр та аванах ирĕлчĕ. Хăш-пĕр вырăнта, хĕвел çути çинче  йăлтăртатса, шыв юха пуçларĕ. Çавна май Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял тăрăхĕнче пурăнакансем шыв-шуртан хÿтĕленсе  хуçалăхшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан вырăнсенче шыв юхма канавсем уçаççĕ. Уйрăмах Тури Чакăри Тунката кассинче пурăнакансем вăрмантан  анакан шывран хÿтĕленме тăрăшаççĕ. Шыв кас хушшинчи çул çине тухса кайса сарăласран хутĕленмелли ĕçсене туса ирттерчĕç. Тухса çуреймен ватăсене те çав тĕлĕшпе пулăшаççĕ. Çакна чылай çул хушши ĕнтĕ Вячеслав Гордеев йĕркелесе пырать.

Ял территорийĕнчи  тĕрлĕ учрежденисен таврашĕсене илемсĕрлетсе  çул айккисенче таса мар япаласем юр айĕнчен курăна пуçларĕç. Çавна май Аслă Чемен ял администрацийĕнче тата библиотекăра тăрăшакансем тасатас, тирпейлес ĕçе йĕркелерĕç, шыв капланса пуçтарăнакан вырăнсене уçса ячĕç.



10 марта 2017
13:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter