Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх канашĕн ĕç ушкăнĕн пĕрремĕш ларăвне ертӳçĕ пулса ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх канашĕн членĕ пулнă май, ĕç ушкăнĕн пĕрремĕш ларăвне ертӳçĕ пулса ирттернĕ. Ларăва пухăннисем Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвĕпе пĕрле РФ Президенчĕ çумĕнчи çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕллевлĕ кăтартăвĕсене мониторинг йĕркелессипе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне хутшăннă.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пулăшуçи, РФ Патшалăх канашĕн секретарĕ Игорь Левитин хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева ĕç ушкăнĕн пĕр пайне йĕркелесе ертсе пынăшăн тав тунă. Вăл сăмаха май, кăçал пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çĕршывĕпе авариллĕ çурт-йĕрсенчен 508 пин çынна хăтлă хваттерсене куçарнине каланă. «Пĕлтĕр халăха хăтлă хваттерсене йышлăн куçарнă. 2012-мĕш çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне авариллĕ тесе палăртнă çуртсенчен çынсене пĕтĕмпех лайăх хваттерсене куçарса пĕтернĕ. Раççейри 9 регионта йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусене татса панă. РФ Президенчĕ кăларнă указсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсе пĕтернĕ», -  тенĕ Игорь Левитин.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президентне Владимир Путина халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерсе пырассипе анлăн ĕçлесе пынăшăн тав тунă. РФ регионĕсенче, муниципаллă пĕрлешӳсенче çынсен çурт-йĕр ыйтăвĕсем кулленех ырă енне улшăнса пынине палăртнă.  Проектăн цифрисем пысăк пулни те çакнах çирĕплетсе панине асăннă. РФ Президенчĕ 2012 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă Указпа килĕшӳллĕн, пĕтĕмпе çурт-йĕр ыйтăвне пурнăçа кĕртме 421,6 млрд тенкĕ тăкакланă, вĕсенче çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхне реформăлама пулăшакан фонд – 188,2 млрд уйăрнă. 2008-мĕш çултан пуçласа, авариллĕ çуртсенчен пурĕ 1 млн 57 пин çынна хăтлă хваттерсене куçарнă.     Мĕнпур финанс çăлкуçĕсенчен пурĕ 577 млрд инвестици хывнă. Программа строительство ĕçне пысăк витĕм кӳнине, пулăшу панине каланă. Халăх валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленине асăннă. Çĕнĕрен те çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пыма май панине палăртнă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те тупса палăртса, вĕсене пурнăçа кĕрме ирĕк панине пĕлтернĕ.  «Халăха компенсаци парса тивĕçтерсен лайăхрах та, çуртсене хăпартса лартса, çынсене куçарма тепре чухне ытларах та вăхăт вăраха каять. Анчах та пĕр саман пирки те асăнмалла,  юрăхсăра тухнă çурт-йĕр хакĕ тепĕр çурт туянма сахал пулни халăха пăшăрхантарать. Пирĕн регионта авариллĕ çуртсенчен 65 проценчĕ муниципалитет харпăр хăй пурлăхĕ шутланать.   Кун пек йышăну ыйтăва туллин пурнăçласа пыма чăрмав кӳрет, механизм ĕçлеменни куçкĕретех», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Авариллĕ çурт-йĕрсен ыйтăвĕсене татса парасси паянхи пурнăç таппинче çĕнĕ условисем йĕркелеме хистет. «Малашне программăпа килĕшӳллĕн, çынсене тӳлевсĕр хваттерсемпе тивĕçтерме хĕн пулассине эпир пурсăмăр та лайăх чухлатпăр.  Пирĕн ытти йĕркесене çирĕплетме тивет», - тенĕ вăл.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев программăна 2019-мĕш çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăсма чĕнсе каланă. Кунсăр пуçне укçа тĕлĕшĕнчен те РФ Финанс министерствинчен пулăшу уйăрсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ.

РФ строительство Министрĕн çумĕ Андрей Чибис хăйĕн докладĕнче программăн калăпăшĕ пирки уйрăмах чарăнса тăнă.  Кăçалхи çул 300 пин тăваткал метр чухлĕ авариллĕ çурт-йĕре пăрахăçласа, халăха хăтлă хваттерсене вырнаçтармаллине каланă. Палăртса хăваратпăр, ĕç ушкăнĕн ларăвне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, РФ Президенчĕн Чăваш Енри Полномочиллĕ представителĕ Юрий Акиньшин хутшăннă. Аса илтеретпĕр, Иван Моторин Раççей Патшалăх канашĕн ĕç ушкăнĕнче ертӳçĕн секретариачĕ пулса ĕçлет.

Фоторепортаж



10 марта 2017
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter