Кивĕ çуртсенчен куçарасси вĕçленĕ

Мартăн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев патшалăх корпорацийĕн - Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фондăн генеральнăй директорĕпе - правлени председателĕпе К.Цицинпа тĕл пулнă.

Граждансене авари пулма пултаракан çурт-йĕр фондĕнчен куçармалли программăсемпе çыхăннă ыйтусемпе малашне те алла-аллăн ĕçлессине сÿтсе явма çавăн пекех Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин хутшăннă.

М.Игнатьев Чăваш Республики Чăваш Ен халăхĕн пурнăçне лайăхлатас енĕпе патшалăх корпорацийĕпе çыхăну тытса нумай çул ăнăçлă ĕçленине палăртнă. 2008 çултанпа, калăпăр, Чăваш Ен çыннисен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма питĕ пысăк укçа - 10 миллиард тенкĕ ытла - уйăрнă. «Республикăри чылай муниципалитетра программăна туллин пурнăçланă ĕнтĕ, Çĕмĕрлере тата Шупашкарта кăна ыйтусем пур. Çапах сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне граждансене кивĕ çуртсенчен куçармалли обязательствăсене пурнăçлăпăр. Ку енĕпе никамăн та иккĕленÿ пулмалла мар», - тенĕ Михаил Васильевич.

Сăмах май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ, РФ Патшалăх Канашĕн членĕ М.Игнатьев ертÿçĕ пулса РФ Патшалăх Канашĕн тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи Раççей Федерацийĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пурнăçланине тишкерекен комиссин «Авари пулма пултаракан çурт-йĕр фондне пĕтересси çинчен» ыйтупа йĕркелекен пĕрлехи ларăвне хатĕрлекен ĕç ушкăнĕн пирвайхи ларăвне ирттернĕ.



Вăрмар районĕн хаçачĕ
10 марта 2017
13:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter