Пĕрлехи ĕç туслăха çирĕплетет

Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалларĕç

Хĕрарăмсен уявĕ умĕн районти Ватăсен шкулне çÿрекенсем черетлĕ ларăва пухăнчĕç. Хальхинче ăна Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне ирттернине халалларĕç. Çемьесене упрасси, çамрăксене йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшасси, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси - çак тата ытти çивĕч ыйтусемпе кăсăкланчĕç пухăннисем. Район администрацийĕн культура пайĕн заведующийĕ Людмила Семенова кăçалхи мероприятисен ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, район больницин тĕп врачĕ Василиса Архипова медицина пулăшăвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ пулсан, «Пурнăç çулĕпе» хаçатăн тĕп редакторĕ Марина Леонтьева пичет кăларăмĕсенче çемье ыйтăвĕсене çутатнине уçса пачĕ.

Ларура Элĕкри «Çăлкуç» ача садне çÿрекенсем сăвă-юрăпа савăнтарчĕç. «Атте-анне пурри – кил илемĕ» курав ĕçлерĕ.

Çитес вăхăтра Ватăсен шкулне çÿрекенсем экологи темипе пухăнса калаçма палăртрĕç.

 

Пĕрлехи ĕç туслăха çирĕплетет

Арçын ачасемпе хĕрачасем воспитательсенчен тĕслĕх илеççĕ, пĕрле ĕçлеме хăнăхаççĕ. Нумаях пулмасть эпир ушкăнра кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса экологи темипе воспитани тата пĕлÿ парассипе заняти ирттертĕмĕр. Ачасене çут çанталăк илемне курма, ĕçе юратма, сывлăха упрама хăнăхтарас шутпа пурте пĕрле пухăнса чÿрече умне сухан лартрăмăр. Халĕ пирĕн тĕллев - çак симĕс çимĕçе пăхса тăрасси тата вăл хăçан шăтса тухнине сăнасси. Çакăн йышши опыт ирттерни пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха çирĕплетме, çитĕнсе пыракан ăрăва ĕçе юратма, ÿсен-тăрана упрама вĕрентет, вĕсенче пахча çимĕçе харпăр хăй аллипе туса илес кăмăла аталантарать. Сухан лартнипе пĕрлех ачасемпе вăл пирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине те пăхса тухрăмăр. Пĕчĕкскерсем сухан сиплĕ çимĕç пулнине, вăл сывлăхшăн питĕ усăллине интересленсех итлерĕç.

Пĕр-пĕрин хушшинчи лайăх хутшăнусем шăпах çакăн йышши уроксенчен пуçланаççĕ. Ачасем тулли хуравсем пама хăнăхса пыраççĕ, хăйсен шухăшне хăрамасăрах пĕлтереççĕ. Урокра вĕсем сухан питĕ кирлĕ çимĕç пулнине ăнланчĕç. Чÿрече умĕнче лараканскерсене шăварса, тăприне кăпкалатса тăраççĕ.

Людмила ВАСИЛЬЕВА, воспитатель.

 

Уявра та ăмăртăва хутшăнчĕç

Этемлĕхĕн черчен пайĕ ĕçре те, пултарулăхра та, спортра та пуçарулăхпа палăрать. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче хĕрарăмсен командисем хушшинче футзал вăййисем иртрĕç. Çурхи чи пĕрремĕш те çутă уявпа хĕрарăмсене «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ Валерий Сергеев саламларĕ.

Уяв кунне халалланă ăмăртура пĕр-пĕринпе 6 команда тупăшрĕ. Турнир çавра тытăмпа иртрĕ. Хĕрарăмсемпе хĕрсем кашни мечĕкпе матчшăн кĕрешрĕç пулин те ылтăн медале Юнтапа ял тăрăхĕн маттурĕсем çĕнсе илчĕç. Тавăт ял тăрăхĕнче пурăнакансем иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç, Ураскилтсем виççĕмĕшсем пулчĕç.

Футзал вăййинче чи лайăх вăйăçсене те уйрăммăн палăртрĕç. Лидия Емельянова чи лайăх вратарь пулчĕ, Яна Семкина вара лайăх вăйăçсен шутне кĕчĕ.

Çĕнтерÿçĕсене тата призерсене дипломсемпе, медальсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Арина ВОНИФАТЬЕВА.

 

Автотранспорт тарифĕсем улшăнчĕç

2017 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинчи хулаçум тата хуласем хушшинчи пассажирсене турттарса çÿрекен автотранспорт çинче çĕнĕ тарифсем çирĕпленнĕ.

Хулаçум тата хуласем хушшинчи пассажирсене турттаракан транспортсен малтанхи тарифĕсене 2015 çулхи февраль уйăхĕнче 2013 çулхи шая тĕпе хурса палăртнă пулнă. Çавăнпа ку тарифсемпе Чăваш Республикин территорийĕнче 4 çул усă курнă.

2017 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикин чиккинче тăтăшах муниципалитетсем хушшинче пассажирсене тата багажа турттаракан автомобиль транспорчĕсен тарифĕсене йĕркелесе пырасси çинчен» Чăваш Рес- публикин Министрсен Кабинечĕн Постановленине тĕпе хурса хулаçум тата хуласем хушшинчи пассажирсене турттарса çÿрекен автотранспорт çинче тарифсене çирĕплетнĕ. Вĕсен хакĕ 2016-2017 çулхи инфляци шайне тĕпе хурса 9,6 процент ÿснĕ.

Хулаçум автотранспорчĕ çинче халĕ тÿрех укçан тÿленĕ чухне – 2,62 тенкĕ/çухрăмшăн (0,23 тенкĕлĕх ÿснĕ); çул çÿревшĕн карттăпа тÿленĕ чухне - 2,09 тенкĕ/çухрăмшăн (унчченхи шайрах); хуласем хушшинчи çулсем çинче - 2,87 тенкĕ/çухрăмшăн (0,25 тенкĕлĕх ÿснĕ). «Шупашкар - Çĕнĕ Шупашкар» («Çĕнĕ Шупашкар - Шупашкар») маршрутсем çинче пассажирсене тата багаж турттарса çÿрекен автотранспорт çинче тарифсене çакăн пек çирĕплетнĕ. Пĕр хутчен çула тухнăшăн тата пĕр багажшăн «М3» категориллĕ транспорт хатĕрĕсем çинче çул çÿрев карттисемпе усă куракансем - 20 тенкĕ, укçан 21 тенкĕ тÿлеççĕ.

«М2» категориллĕ транспорт хатĕрĕсем çинче çул çÿревшĕн ятарлă карттăллисен 24 тенкĕ, укçан 25 тенкĕ тÿлемелле.

Çавăн пекех хулаçум автотранспорчĕ çинче пĕр уйăх çÿреме ирĕк паракан ятарлă билет хакĕ те 9,6 процент ÿснĕ. Пассажирсене турттарас ĕçре тăкаксен виçи улшăннăран ку чухне тарифсене çĕнĕрен пăхса тухмалли сăлтав пулса тăнă та.

Çакна палăртмалла, пассажирсен интересĕсене хÿтĕлесе чылай çын усă куракан тата социаллă пĕлтерĕшлĕ хулаçум автотранспорчĕ çинче укçан тата çул çÿревшĕн ятарлă карттăпа тÿлемелли тарифсем хушшинчи уйрăмлăха сыхласа хăварнă.

Справка: «Чăваш Республикинче автомобиль транспорчĕсемпе пассажирсене турттарса çÿрессине йĕркелесси çинчен» Чăваш Республикин Саккунĕпе килĕшÿллĕн муниципалитетсен маршручĕсем çинче пассажирсене турттармалли тарифсене вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем çирĕплетеççĕ.  

(Хамăр инф.)

 

Çынна ырă туни ырăпах таврăнтăр

Пĕр-пĕр пысăк ĕç тăвас умĕн ăслăрах, хура-шурне тÿссе курнă сумлă çынпа канашласа илни питĕ вырăнлă. Ун пек çынсем кашни ялтах пур паллах. Халăх та хисеплет вĕсене, çемьерисем те унпа мăнаçланаççĕ. Çавăн пек пулмалла та вăл. Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакан Раиса Варламовна Кузьмина - халăх хисепне чăннипех тивĕçлĕ çын. 33 çул ялти фельдшерпа-акушер пунктĕнче вăй хунă вăл. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçлес кăмăл çухалман унăн, анчах вăхăчĕ урăхла ыйтнă çав çулсенче. Апла пулин те хăйĕнчен хурав ыйтакансене нихăçан та пулăшу памасăр тăман, халĕ те асăрхасах тăрать вăл пĕччен пурăнакансене.

Раиса Варламовнăн хĕр чухнехи хушамачĕ Золова пулнă. Вăл Элĕк районĕнчи Мăн Карачура ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Варлам Тимофеевич, Ассакасси, Юманлăх тата ытти çывăхри ялсенче пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕ. Питĕ пултаруллă учитель тенĕ ун пирки çынсем, ачасенчен те çирĕп ыйтнă вăл. Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вăл самолетсене юсакан механикра ĕçленĕ. Паттăрлăх кăтартнăшăн çичĕ медале тивĕçнĕ Варлам Тимофеевич. Шел пулин те, темиçе хут йывăр аманнă. Вăрçă чарăнсанах яла килнĕ, хăй килĕштернĕ хĕрпе, Агапия Осиповна Ивановăпа пĕрлешнĕ. Пĕрин хыççăн тепри тăватă хĕр çуралнă çемьере. Анчах ашшĕ-не ачисене ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларма Турă пÿрмен çав: вăрçă суранĕсене пула вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлнă вăл. Аслă хĕрачи 13 çулта пулнă ун чух, кĕçĕнни – 4 çулта. Раиса - çемьери иккĕмĕш ача. Амăшĕ пĕчченех ÿстернĕ хĕрĕсене, ку йывăрлăха тÿссе курнă çын кăна ăнланать ĕнтĕ. Ир пуçласа каçчен виçсе панă ана çинче ĕçлекен амăшне вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшнă хĕрĕсем. Темĕнле йывăрлăха та тÿснĕ, çапах та çынран юлман.

Шкултан аванах вĕренсе тухнă Раиса. Шупашкар хулинчи медицина училищине акушера вĕренме кĕнĕ. Хĕр патшалăх экзаменĕсене те «5» паллăпа тытнă. Студент чухнех хастар пулнă Раиса. Пĕрле вĕренекенсене экзаменсем тытма мĕн чухлĕ пулăшман пулĕ тата!

1973 çулхи март уйăхĕнче Раиса Кĕçĕн Тăван ялĕнчи медпункта ĕçлеме килнĕ. Ун чух ялта 1490 çын пурăннă, çулталăка çитмен ачасем 42-ĕн пулнă, шкулта 481 ача вĕреннĕ. Ачасем икĕ сменăпа шкула çÿренĕ, классенче краççын çутса, кăмакасене вутăпа хутса ăшăтнă. Кăкăр ачисем час-часах чирленĕ, мĕншĕн тесен амăшĕсен вĕсене тивĕçлĕ вăхăт уйăрма майĕ те пулман – темиçе кунранах ĕçе тухнă, кун каçипех çемьене тăрантарассишĕн тăрăшнă. Хĕллехи вăхăтра район центрне тухма çулсем пулман пирки нумай хĕрарăма ялтах çураттарнă Раиса Варламовна. Тепĕр чух тин çеç çуралнă ачипе амăшĕ темиçе кун хушши килтех пурăннă. Вĕсене асăрхасах тăмалла пулнă ялти фельдшерăн.

1974 çулхи январь уйăхĕнче Раиса Кĕçĕн Тăванти Иван Кузьминпа пĕрлешнĕ. Илемлĕ мăшăр пĕр ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ, виççĕмĕш ачин кун-çулĕ кĕске пулнă – сарăмсăр пĕчĕклех çут тĕнчерен уйрăлнă. Илья ывăлĕ халĕ çемьеллĕ, ялти Хирлеп урамĕнчи староста вăл. Çĕр çинче ĕçлемелли техника тытнăран нумай çынна пулăшать, ялта пулса иртекен мероприятисене хастар хутшăнать. Лена хĕрĕ те çемьеллĕ, районти тĕп больницăра психолог пулса ĕçлет.

Ултă мăнук савăнтарать халĕ Раиса Варламовнăна, кашнин хăйĕн пултарулăхĕ. Мăшăрне упраса хăварайманнишĕн кăна кулянать хисепе тивĕçлĕ хĕрарăм.

Нумай çынна вилĕмрен çăлса хăварнă Раиса Варламовна, диагноз лартма та пулăшнă унăн канашĕсем. Хальхи вăхăта вăл витĕр курать, çынсене те тĕрĕс канашсем пама пултарать. Халăх ăна хисеплет, ĕçченлĕхĕшĕн мухтать, ăсĕ-тăнĕшĕн сума сăвать.

А. Силивестрова.

 

Уяв кунĕнче наградăсемпе чысланă

Мартăн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçре палăрнисене патшалăх наградисемпе чысланă. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ашшĕсен Канашĕн председателĕ Владимир Викторов тата Обществăлла палата председателĕ Алексей Судленков та хутшăннă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак савăнăçлă мероприятие хутшăннă тата тава тивĕçлĕ пысăк ятсене илнĕ этемлĕхĕн черчен пайне мартăн 8-мĕшĕпе саламланă. «Кирек епле сферăра та яваплăха туйса тăрăшатăр эсир. Сирĕнпе пĕрле эпир экономикăна, вĕренĕве тата наукăна, сывлăх сыхлавĕпе культурăна, спорта аталантаратпăр. Ырă кăмăлăрпа сисĕмлĕхе тĕпе хурса социаллă ыйтусене тат-са пама пулăшатăр. Хăвăр ĕçĕрпе тата ăна чунтан парăннипе Чăваш Ен ятне çÿле çÿклетĕр», - палăртнă Михаил Васильевич.

Наградăна тивĕçнисен йышĕнче Элĕкри тĕп больницăра акушерта ĕçлекен Надежда Павлова та пулнă. Ăна «Чăваш Республикин сывлăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Надежда Гермогеновна Канашри медицина училищине пĕтернĕренпех 1980 çултанпа Элĕкри больницăра акушерта тăрăшать. Аслă квалификаци категориллĕ медицина сестри 37 çул ĕнтĕ ку енпе сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçлет. Хăйĕн ĕçĕнче пысăк професси шайĕллĕ, ырă кăмăллă, чирлисемпе сисĕмлĕ пулнăран ăна район çыннисем те, ĕçтешĕсем те хисеплеççĕ.

 



Элĕк районĕн хаçачĕ
10 марта 2017
14:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter