Усал эрех-шĕвеке ултавлă майпа сутма чарасси пирки паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлура тĕплĕн сӳтсе явнă

Усал эрех-шĕвеке ултавлă майпа сутма чарасси пирки паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, федераци службисен Чăваш Ери уйрăмĕн ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлура тĕплĕн сӳтсе явнă. Палăртнă тăрăх, регионта йĕркене ытларах эрех-сăрапа алхасакансем пăсаççĕ.

 Асăнса хăвармалла, кун пек йĕрке пăснă тĕслĕхсем каçпа е çурçĕрте пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсем хушшинче пирĕн тăрăхра эрех-сăра сутакансен йышĕ пысăк пулнине палăртнă. Статистикăн кăтартăвне ытларах чухне, «разливайкăсем» (халăхра çак ăнлава тăтăшах усă кураççĕ) ӳстерсе яраççĕ. Кунне çĕрне пĕлмесĕр эрех сутакансем халăха усал шĕвекпе аптратаççĕ.

Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин хăйĕн докладĕнче лицензипе тивĕçтериччен ĕçе çирĕп тĕрĕслев витĕр кăлармаллине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Экономика министерствине ыйтăва кулленех тĕрĕслесе тăмаллине, ака уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне йышăннă мерăсем пирки отчет тăратма хушнă. «Çакă сирĕн тĕп ыйту пулмалла. Кашни кун тĕрĕслесе тăмалла ятарлă организацисемпе предприятисене. Йĕрке тăвасси  - влаç органĕсенче тăрăшакансен тĕп тĕллевĕ», - тесе çирĕп асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче, çӳлерех палăртнă ыйтупа министерство ĕçленине, йĕрке пăснă тĕслĕхсене сахал мар тупса палăртнине каланă.  Калăпăр, «Ягуар» компани ултавлă майпа ĕçленине, халăха пахалăх тĕлĕшĕнчен тивĕçтермен тавар сутнине пĕр хуччен çеç мар тупса палăртнине пĕлтернĕ, тĕрĕслев ĕç хучĕсене ятарлă службăсене тăратнине асăннă.    



13 марта 2017
14:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter