«Республикăри çулсем пĕтĕмпех лайăх пулмалла», - тесе асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

 Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ. Канашлăва пухăннисем кун йĕркинчи тепĕр çивĕч ыйтăва – автомашина çулĕсем пирки сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче регионти çул-йĕрсем аванах пулнине пĕлтернĕ. «Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче ирттернĕ тĕрĕслев, пĕтĕмĕшле регионта автомашина çулĕсем аван пулнине çирĕплетсе панă. Канаш районĕнчи Шăхазан салине кĕмелли  çулсем йĕркеллех мар», - тесе пĕлтернĕ министр.  Федераци шайĕнчи çулсене тирпейлесе сарма, путăксене пĕтерме вĕри асфальтбетонпа пурĕ 10 пин çухрăм çулсене юсанине каланă. Регион шайĕнчи çулсене 1226 тăваткал метр чухлĕ сапласа сарнă. Министр хăйĕн сăмахĕнче, çулсем арканса пĕтнине, специалистсем ĕçе пурнăçланă чухне технологине çирĕп пăхăнманнине палăртнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин транспорт министрне çул-йĕр ыйтăвне çирĕп тĕрĕслевре тытма хушнă. «Енчен те строительство организацийĕсем хăйсене шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пымаççĕ пулсан, вĕсене явап тыттармалла.   Çулсем çинчи путăксене çу уйăхĕнче тирпейлесе çитермелле. Малашне çулсене тĕпрен юсав ĕçĕсем тума тăрăшмалла. Путăксене сапланипе кăма май килмест», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, кăçалхи çул валли çулсене тирпейлесе сарма пĕтĕмпе 5 миллиард тенкĕ уйăрнине асăннă. «Укçа енчен нимĕнле чăрмав та çук.  Транспорт министерствин, вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсенче тăрăшакансен, строительство организацисен ĕçе тӳрĕ кăмăлпа вăхăтра пурнăçласа пырассишĕн тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Раççей ШĔМ Чăваш Енри УГИБДД пуçлăхĕ Владимир Романов хăйĕн сăмахĕнче, строительство ĕçĕсен тапхăрĕнче çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăма хушнă. Енчен те йĕркене пăхăнмасан ертӳçĕсене 20 пинрен пуçласа 30 пине яхăн, предприятисемпе организацисене тата та хаклăрах 200 пинрен пуçласа 300 пине яхăн штраф тӳлеме тивессине асăрхаттарнă.



13 марта 2017
14:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter