Республикăри çемьесемпе «ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» Пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн регионти уйрăмĕн ушкăнĕсем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ

Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче республикăри çемьесемпе «ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» Пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн регионти уйрăмĕн ушкăнĕсем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Мероприятине Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа ирттернĕ. Спорт уявне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Ирина Клементьева, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Викторов  хутшăннă.

Спорта пухăннисене саламланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çемьесене сывă пурнăç йĕркине тытса пынăшăн, ача-пăшасене тĕрĕс тĕкел воспитани панишĕн ырласа тав тунă. «Эсир, маттурсем, çакăн пек яланах хастар та хăюллă, спортпа туслă пулма тăрăшăр. Мухтав сире, Чăваш Ен çемьисене!», - тенĕ вăл.

 Спортпа туслă çемьесем хăйсен шухăш-кăмăлĕ пирки пĕлтернĕ. Катя тата Володя Юрьевсен çемьи спорта юратнине, кашни кун пĕтĕм кăмăлтан йĕлтĕрпе ярăнма çӳренине, вĕсен 9 çулхи ывăлĕ Дима пысăк çитĕнӳсем туса вунă медале тивĕçнине каланă. Спорт уявне Чăваш Республикинчи районсемпе хуласенчен хастар, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан çемьесем килсе çитнĕ. Вĕсенчен кашни мала тухассишĕн пĕтĕм вăйран чупнă.

 Фоторепортаж



13 марта 2017
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter