Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – çуркуннехи шыв-шуртан асăрханасси
Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ.
Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – çуркуннехи шыв-шуртан асăрханасси. Ертӳçĕсем палăртнă тăрăх, пĕвесемпе юхан шывсенче шыв хăпарнă. Иртнĕ эрнере Сăр тата Çавалта шыв 15-25 см чухлĕ ӳснĕ.
Регионта паянхи куна илес пулсан, асăннă ыйтупа лару-тăру халлĕхе аванах пулнине пĕлтернĕ Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров, сăмаха май, шыв-шуртан хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем пирки те тĕплĕн каласа кăтартнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтăва вăхăтра тата мероприятисен планĕпе килĕшӳллĕн пурнăçлани – çуркуннехи инкексене сирсе яма пулăшнине асăннă.
Регион Ертӳçи Чăваш Республикин Строительство министерствине тата Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцине нумай хваттерлĕ çуртсенчи подвалсенче шыв кĕнипе кĕменнине асăрхаса тăма, тĕслĕхсене тупса палăртсан, çийĕнчех кирлĕ пек мерăсем йышăнса пымаллине асăрхаттарнă. «Енчен те управляющий компанисем кăлтăксене вăхăтра сирсе ямасан, халăха вăхăтра пĕлтермелле, йĕрке пăснисене явап тыттармалла», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.