Чăваш Республикинче Нркотиксене хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ
Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Наркотиксене хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна яланхиллех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Ĕçĕн тĕп кăтартăвĕ - регионта наркăмăшпа алхасакансен йышĕ чакни. Атăлçи федераци округĕнчи регионсемпе танлаштарсан, юлашки пиллĕк çул хушшинче пирĕн субъектра кăтарту чылай чакни никамшăн та вăрттăнлăх мар.
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2011-мĕш çултан пуçласа наркомани сарăлнин кăтартăвĕ 6,9 процента çитни чакнă. Тин çеç алхасма пуçланă, вĕсене тупса палăртасси те 34 процента çитнĕ. «Пуçламĕш тапхăрта тупса палăрнă тĕслĕхсен йышĕ ӳсни сисĕнет. Диспансеризаци ирттерни кăтартăва тупма май панă», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Ананьева. Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăрассипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Данис Шакуров хăйĕн докладĕнче, халăх хушшинче наркотиксен тĕсĕсем ӳссе пынине палăртнă, çĕнĕрен те çĕнĕ таварсем вăй илнине каланă, наркотиксемпе ытларах çамрăксем алхаснине асăннă.
«Чи кăткăс та ансат мелпе интернет урлă тавара çынсене сутаççĕ. Пĕлтĕр пурĕ 50 миллион тенкĕлĕх усал тавара тупнă. Çак ĕçе малашне те çирĕп тĕрĕслесе тăмалла», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Данис Шакуров.
Енчен те ыйтăва вăхăтра татса парас тесессĕн, ытларах халăх хушшинче профилактика ĕçне йĕркелесе пымаллине асăннă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче Управлени пуçлăхĕ пулса ĕçлекен Алексей Метелкин хăйĕн сăмахĕнче, наркăмăшпа алхасакансем ытларах Шупашкарта, Канашра тата Çĕнĕ Шупашкарта пулнине асăннă. Çамрăксем хушшинче наркотик тыткăнне лекнĕ тĕслĕхсен шучĕ чакнине ырă хыпара пĕлтернĕ. Вăл профилактика ĕçне планпа килĕшӳллĕн туллин йĕркеленине палăртнă.
Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн докладĕнче, пуш уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 40 граждана учета илнине, вĕсенчен 34-шне ĕçпе тивĕçтернине пĕлтернĕ. Çамрăксене те вăхăтлăх ĕçе явăçтарас ĕç кирлĕ пек шайра пурнăçланса пынине каланă.
«Пурте лайăх ăнланатпăр, наркотик хăрушлăхне. Ку инкек пулнине чухлатпăр. Çавăнпа та пурин те пĕрле хар тăрса наркăмăша хирĕç кĕрешмелле. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче ыйту уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Усал, хаяр тăшмана яланах хирĕç тăма пĕлмелле. Çамрăксене çемье пуянлăхĕ пирки ытларах ăнлантармалла», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.