Чăваш Республикинче паян Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет
Паян Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Информаци ушкăнĕсем республикăри аякра вырнаçнă ял тăрăхĕсене çитсе вырăнти халăхпа, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса калаçĕç, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав парĕç. Çак палăртнă кун ертӳçĕсем çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышĕнĕç.
Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусем: çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси, 2017-мĕш çулта çул-йĕр тирпейлесе сарасси, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, çуркуннехи шыв-шуртан сыхланасси. Тавралăха тирпей-илем кӳртес ĕç те кун йĕркинчех пулĕ.
Çак палăртнă ыйтусемсĕр пуçне, Интернет çыхăнăвĕнче усал ĕç-пуçа чарас, йĕрке пăсассинчен сыхă тăрас, банк карттисемпе асăрхануллă пулас, «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонне хутшăнса ырă ĕçсем тăвасси пирки тĕплĕ калаçусем пулĕç.
Тĕлпулусенче Наци телекуравĕн çĕнĕ технологийĕсем пирки, спутник урлă хыпарсене халăх патне илсе çитернине ырă хыпара пĕлтерĕç. Чăваш Енре 2017 çулта Наци телекуравĕн çĕнĕ тапхăрĕ вăй илнĕ. Çак ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланă, ăна татса пама республика хыснинчен 20 млн тенкĕ уйăрнă. Наци телекуравĕн хыпарĕсене Чăваш Республикинче пурăнакансем патне çĕр процента çити илсе çитерме тĕллев лартнă.