Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раççей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕнчен Эмилио Лосада Гарсияран Тав çырăвĕ килсе çитнĕ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раççей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕнчен Эмилио Лосада Гарсияран Тав çырăвĕ килсе çитнĕ. Çырура вăл ятарлă делегацине Чăваш Енре нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче ырă кăмăлтан чаплă кĕтсе илнĕшĕн тав тăвать. «Тĕлпулусем усăллă тата пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕç пирĕншĕн. Куба Республикипе Чăваш Республики хушшинчи çыхăнăва малашне те тытса пырса, пĕрне-пĕри усăллă канашсемпе, сĕнӳсемпе пулăшса пырассине шанатпăр. Медицина тытăмĕнче анчах мар, экономикăн ытти сферисене те аталантарса пыма тăрăшăпăр», - тенĕ çырура.
Раççей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Чăваш Республикин Пуçлăхне Гаванăри халăхсем хушшинче иртекен «FINAL-2017» мероприятине йыхравлать.
Аса илтеретпĕр, РФ Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикинче официаллă визитпа пулнă. Тĕлпулусем вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Эмилио Лосада Гарсия пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки калаçса килĕшнĕ. Сумлă хăнасем ĕçлĕ визитпа килнĕ чухне Шупашкарта вырнаçнă тĕрлĕ объектсене çитсе курнă, вĕсен ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашнă.