Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн федерацин Наци гвардийĕн çарĕсен Атăлçи федераци округĕн командующийĕпе, генерал-полковникпа Александр Порядинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


 Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн федерацин Наци гвардийĕн çарĕсен Атăлçи федераци округĕн командующийĕпе, генерал-полковникпа Александр Порядинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Тĕплĕ калаçăва Раççей Федерацийĕн  федерацин наци гвардийĕн çарĕсен Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи Алексей Ежеев хутшăннă. Калаçу самантĕнче ертӳçĕсем йĕркелĕхе, общество хăрушсăрлăхне тивĕçтересси ыйтусене анлăн сӳтсе явнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ регионта обществăлла политика лвару-тăрăвне пĕр тикĕс тытса пыни пĕлтерĕшлĕ тесе каланă, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк витĕм кӳнине палăртнă.

 РФ  спорт кĕрешĕвĕн федераци Президенчĕ сĕнĕвĕпе килĕшӳллĕн, 2017-мĕш çулта чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 2-мĕшĕччен хĕрарăмсем хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе  Шупашкарта тĕнче Кубокĕ иртессине ырă хыпара каланă. Унта тĕнчери чи вăйлă 8 ушкăн килсе çитессине пĕлтернĕ. Тĕнче шайĕнче ирттерекен спорт тата культура мероприятийĕсем вăхăтĕнче общество хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăмаллине асăннă ертӳçĕсем. Ку хутĕнче вĕсем ытти ыйтусем пирки те канашланă.

Калаçу вĕçленес умĕн Александр Порядин Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева пĕр-пĕринпе конструктивлă ĕçленĕшĕн тав тунă.

 Фоторепортаж



15 марта 2017
13:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter